24 мая 2017 г.
Майăн 23-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16329 гектар (100 процент) акнă. Çав шутран 1221 гектарĕ (106 процент) пăрçа лаптăкĕ йышăнать.
Пурĕ 375 гектар (41 процент) куккурус, нумай çул ỹсекен курăксене 1713 гектар (89 процент) акнă.
Пĕтĕмпе 550 гектар (86 процент), çав шутран "АСК-Яльчики" ОООра - 163 гектар (76 процент), "Нива" Агрофирма" ОООра - 100 гектар (100 процент), "Клевер" ОООра 18 гектар (51 процент) çĕрулми лартнă.