Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патриотла туйăма аталантарать

24 мая 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый патриотла туйăма аталантарассинче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Акă, Аслă Çĕнтерỹ кунне уявланă чухне кунта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ мероприятисене, уйрăмах "Вилĕмсĕр полк" акцине массăллă хутшăннă. Çавăн пекех вĕсем çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче те мала тухнă. Республикăри финалти вăйăсенче район чысне хỹтĕлеме тивĕçнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин шкул ертỹçине Лариса Васильевăна тав çырăвне парса чысларĕ.

Пурте асăрханă ĕнтĕ, Аслă Çĕнтерỹ уявне район центрĕнче ирттернĕ митингра çар тумĕ тăхăннă çамрăк ачасем те илем кỹчĕç. Чăннипех, вĕсен амăшĕсем чыса тивĕç. Уява илемлетнĕшĕн вĕсен амăшĕсене - Анна Кокоревăпа Марина Вастуловăна та тав çырăвĕсене пачĕç. Çитес çулсенче вĕсен ырă тĕслĕхĕсене алла илсен, уяв тата хитререх иртĕ, патриотла воспитани парассинче паллă вырăн йышăнĕ.

Виçĕ куна пынă "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем те ăнăçлă иртнĕ. Çамрăк армеецсем тĕрлĕ 10 конкурсра тупăшнă. Вĕсене ăнăçлă ирттерме пулăшнă вĕрентекенсен пĕр ушкăнне - А.Адюкова, М.Скворцова, О.Осипова, В.Маркова та район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тав çырăвне пачĕ. Тирпейлĕхшĕн тăрăшакан Л.Антоновăпа Н.Ишмуратов та çак чыса тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов уй-хирти çурхи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине вĕçленĕ. Малашне вĕсене пăхса тăрассине йĕркелемелле.

Район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина ялхуçалăх предприятийĕсенче сыснасен йышĕ чакса пыни хумхантарать. Вăл Елчĕк, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене - Ю.Блинова, Ю.Смирнова, Г.Зайцева, Л.Кошкина çакăн сăлтавне ăнлантарса пама ыйтрĕ. Сыснасен йышне сыхласа хăварассинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен яваплăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Н.Петров районти çул-йĕре пăхса тăрасси, çулсене çĕнĕрен тăвасси, юсасси пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Хăвăлçырмапа Хĕрлĕçыр ялĕсенче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕклесси пирки ыйтăва тишкерчĕç.

Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика