24 мая 2017 г.
Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн 2017 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Комбайн" ялхуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ.
Ялхуçалăх предприятийĕнче черетлĕ çуракинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 781 гектар (103 процент) акса хăварнă. Çав шутран пăрçа лаптăкĕ, малтан палăртнипе танлаштарсан, 121 процент йышăнать.
Мускава каяççĕ
Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи Иван Шурбин ертсе пыракан ветерансен "Туслăх" хор коллективĕн ячĕ-сумĕ çулсерен ỹссех пырать.
Иртнĕ кунсенче Чулхула облаçĕнче пулнă фестивальте те вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă, çапла майпа кăçалхи ноябрь уйăхĕнче Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри хор фестивальне хутшăнма тивĕç çĕнсе илнĕ. Мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур.
Пысăк сĕт вăхăчĕ
Çуллахи тапхăрта ĕнесен кĕтĕвне ура айĕнчи йỹнĕ апатпа тăрантарнине кура ытларах сĕт туса илмелли тата продукцин хăйхаклăхне чакармалли майсем пысăк.
"Комбайн" ялхуçалăх производство кооперативĕнче сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне ятарласа уйăрнă лаптăка кăларса симĕс апатпа тăрантарма тытăннăранпа сăвăм палăрмаллах ỹснĕ. Кăтартусем ытларах пуласси скотник-кĕтỹçĕсенчен те нумай килет. Владимир Сынков, Анатолий Дружинин, Марат Хуснутдинов, Валерий Степанов, Иван Носов, Борис Кузьмин хăйсен шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ.
Строительство ĕçĕпе паллашнă
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Хĕрлĕçыр тата Хăвăлçырма ялĕсенче пĕр харăсах тума пикеннĕ пулас фельдшерпа акушер пункчĕсенчи строительство ĕçĕсем епле пынипе паллашнă.
Хальхи вăхăтра пулас ФАПсен никĕсĕсене хывнă, шыв тата канализаци тытăмне те пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ. Хĕрлĕçыр ялĕнче сывлăх çурчĕн стенисене хăпартаççĕ, территорие тирпей-илем кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
"Тепло в доме" тата "Стройэнергосервис" ОООсенчи строительсем пысăк ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пикеннĕ.
Ватăсемпе инвалидсене - тимлĕх
Елчĕкри социаллă пулăшу центрĕн специалисчĕсем хăйсен тĕп тивĕçне - ватă тата инвалид çынсене пулăшассине туллин пурнăçласа пыраççĕ.
Çак тĕллевпе вĕсем иртнĕ кунсенче Лаш Таяпари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи стационарлă пулăшу уйрăмĕсенче тепĕр хут пулса курнă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе тĕл пулсан кĕçĕн çулхи тата инвалид ача çитĕнекен çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсем патне çитсе курнă, вĕсен йăла тата пурнăç условийĕсемпе паллашнă.
Йывăр лару-тăрури çемьесен пурнăçĕпе ытларах кăсăкланас тата вĕсене пулăшас тĕллевпе йĕркелекен черетлĕ Уçă алăксен кунĕ Курнавăш ял тăрăхĕнче иртет.
Ĕçе - велосипедпа
РФ Транспорт министерствин пуçарăвĕпе иртекен "Ĕçе - велосипедпа" акцие Елчĕксем ырласа йышăннă.
Хальхи вăхăтра район центрне çỹрекенсенчен чылайăшĕ пĕрин хыççăн тепри велосипед çине ларса çула тухать, инçе çула кĕскетет.
Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем пĕр кун пурте ĕçе велосипедпа персе çитнĕ. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе велосипедпа çỹрени кăсăклă, сывлăхшăн та епле усăллă, модăра пулнине çирĕплетсе панă. Библиотека çурчĕ умĕнче ятарласа велопарковка та вырнаçтарнă. Çынсем хăйсен икĕ урапаллă урхамахĕсене хаваспах кунта хăвараççĕ. Селфи тума юратакансем сăнỹкерчĕксем тунине те кунта час-часах курма пулать.