24 мая 2017 г.
Елчĕк район прокуратури çул-йĕр тата çул-йĕр ĕç-хĕлĕ, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çитменлĕхсене тупса палăртнă.
Елчĕк ял тăрăхĕнчи автомобиль çул-йĕрне тата ун хĕррисене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕпе "Елчĕкри ДПМК" ООО хушшинче муниципалитет килĕшĕвне тунă. Çавна май "Елчĕкри ДПМК" ООО асăннă ял тăрăхĕнчи çул-йĕрсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассишĕн яваплă пулса тăрать.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче Елчĕкри Октябрь урамĕнчи 20-мĕш çурт тĕлĕнчен пуçласа 1-мĕш çурт таран, Кооператив урамĕнчи 38-мĕш çуртран пуçласа çак урамри хапха таран, Совет урамĕнчи 9-мĕш çуртран пуçласа Елчĕкри тĕп больница таран çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăманнине тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерменнине тупса палăртнă.
Прокуратура ĕçченĕсем çитменлĕхсене пĕтерме хушса "Елчĕкри ДПМК" ертỹçине асăрхаттарнă хыççăн асăннă çул-йĕрсене юсанă, айăплине дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. В.НИКОЛАЕВ, Елчĕк район прокурорĕ.