24 мая 2017 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 596-мĕш йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче граждансен уйрăм категорине патшалăх пулăшăвĕн хушма мерипе тивĕçтерсе республика территорийĕнче хулари пурте усă куракан автомобиль транспорчĕпе усă курнин тăкакĕсен пĕр пайне укçан компенсацилеме палăртнă. Компенсацие илме тивĕçлисен шутне ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, реабилитациленĕ граждансем, вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, сусăрсем, тĕрлĕ хирĕç-тăрăва хутшăннă çар çыннисем кĕреççĕ.
Уйăхри çỹрев билетне туянса е çỹревшĕн укçа тỹлемесĕр усă курмалли ятарлă карттăна нухратпа пуянлатса тăкакланнин (саплаштару виçи унăн хакĕн 20 проценчĕпе танлашать, анчах та 150 тенкĕрен иртмест) компенсацине кварталта пĕр хут почтăна е çăмăллăхçăн кредит организацийĕнчи счечĕ çине куçараççĕ. Çăмăллăхпа усă курмалли ирĕке социаллă пулăшу паракан центрти кăтартусене тĕпе хурса çирĕплетеççĕ. Компенсаци виçине тивĕçтермешкĕн гражданинăн хăй пурăнакан вырăнти социаллă хỹтлĕх пайне кайса çирĕплетнĕ йĕркепе заявлени, хăй кам пулнине тата ăçта пурăннине ĕнентерекен документ копине тата кăçалхи пĕрремĕш кварталти тăкак саплаштарăвне илмешкĕн çỹревĕн уйăхри типографи мелĕпе пичетленĕ билетне памалла. Енчен те çăмăллăхçă çỹревĕн электронлă билетне туяннă пулсан, заявленире карточка номерне кăтартни те çителĕклĕ.
2017 çулхи иккĕмĕш кварталтан тытăнса çỹревĕн электронлă билечĕн тăкакĕшĕн кăна тỹлеççĕ. Кун пек чухне çăмăллăхçăн электронлă карточкăна укçа хуни çинчен пĕлтерме кирлĕ мар: социаллă пулăшу пайне "Транспортăн пĕрлехи картти" ООО пĕтĕм кăтартăва çитерет.
Хула çывăхĕнчи çỹрев билечĕпе усă куракансен отчетлă квартал иртнĕ хыççăн уйăхăн 15-мĕш числиччен социаллă хỹтлĕх органĕсене уйăхри çỹрев билетне пырса памалла.
И.ДРОЗДОВА,
Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин социаллă пулăшу паракан центрĕн директорĕ.