24 мая 2017 г.
Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çĕршывра митингсемпе халăха пуçтаракан акцисем йĕркелесси вăй илни пирки илтетпĕр. Çакăн евĕр мероприятисем саккунпа килĕшỹллĕн иртчĕр тесен мĕнле йĕркесене пăхăнмалла?
Л.КОНСТАНТИНОВ.
Ыйту çине ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсен пайĕн подразделенийĕн ертỹçи Владимир Мекшеев хуравлать:
- Митинг - паянхи çивĕч ыйтусене сỹтсе явма май паракан пысăк йышлă пуху. Граждансен митинг е çакăн евĕр ытти мероприяти ирттерме ирĕк пуррине Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 31 статйинче палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - халăха мирлĕ лару-тăрура пуçтарăнса хăйне интереслентерекен ыйтусене сỹтсе явма тата шухăш-кăмăлне палăртма май туса парасси. Митингсемпе манифестацисене ирттерес йĕркесене Федерацин 2004 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнчи саккунĕнче палăртнă. Йĕркелỹçĕсен митинг е акци ирттерессине пĕлтерсе палăртнă кун умĕн 10-15 кун маларах ĕç тăвакан влаçăн вырăнти органĕсене заявка тăратмалла. Унта мероприятие ирттерес вăхăта, вырăна тата тĕллеве пĕлтермелле, кунтах право йĕркине сыхлакансем тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсем пирки хыпарламалла. Ĕç тăвакан влаçăн вырăнти органĕн представителĕсем заявкăна 3 кун хушшинче пăхса тухса кирлĕ йышăну тăваççĕ. Çитменлĕхсене асăрхасан вĕсен йĕркелỹ ĕçне улшăнусем кĕртме сĕнме тата мероприятие ирттерес ĕçе чарса лартма ирĕк пур.
Саккуна пăхăнмасăр йĕркеленĕ митингсемпе демонстрацисенче массăллă йĕркесĕрлĕх вăй илес е халăх пăтрашăнса каяс хăрушлăх пысăккине асрах тытар. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятине тивĕçлĕ органсем ирĕк памасăр ирттерекенсене те, унта хутшăнакансене те административлă е уголовнăй майпа явап тыттараççĕ.