17 мая 2017 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов иртнĕ кунсенче Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчи сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулсан ĕçе кашнийĕншĕн - сĕт туса илекенсемшĕн те, ăна пуçтаракансемпе продукцие ĕçлесе хатĕрлекенсемшĕн те усăллă йĕркелемелли тытăм туса хума кирли çинчен палăртса каланă.
Йĕпреç районĕнчи «Заря» агрофирмăн ĕне ферминче пулса курнă май кунти лару-тăру пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Иртнĕ çулхи кĕркунне кунта 200 ĕне вырнаçмалли вите тата сăвакан зал хута кайнă. Ялхуçалăх предприятийĕн ертÿçи Рафис Айсын палăртнă тăрăх, кăçал тепĕр ĕне ферми туса лартмалла. «Кăçал кунта иртнĕ çулхи 46 пуç вырăнне 456 пуç ĕне выльăх шутланать. Çав шутран 150-шĕ - сăвăнакан ĕнесем», - тесе каласа кăтартнă вăл.
...Нумай ял çыннишĕн сĕт туса илни тĕп тупăш çăлкуçĕ пулса тăрать. Ахальтен мар республикипе хальхи вăхăтра туса илекен сĕтĕн 70 процентне уйрăм хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва, унăн сутлăх хакне ял çыннишĕн тивĕçтерекен шайра йĕркелесе тăрассине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăрхаса тăрассине ахальтен мар хăй çине илнĕ. Уйрăм предпринимательсемпе потребитель кооперативĕсене, райпосемпе ялхуçалăх организацийĕсене шутласан, уйрăм хушма хуçалăхсенчен сĕт пухакансем республикăра 200-ĕн шутланаççĕ. Хальхи вăхăтра 1 килограмм сĕт 17,2 тенкĕпе танлашать, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан унăн хакĕ 14,7 процент ытларах.
Ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннă сĕт туса илекенсемпе чĕртавара ĕçлесе хатĕрлекенсем çуллахи «пысăк сĕт» тапхăрĕнче рынокри хаксене пĕр шайра тытса тăрасси çинчен те сÿтсе явнă.