17 мая 2017 г.
Паянхи кун Чăваш Енре «Халăх контролĕ» информаци ресурсĕ ĕçлет.
Асăннă интернет-ресурс республикăри кашни çынна хăйĕн ыйтăвне пĕлтерсе тÿрех Республика Правительствине информаци çитерме май парать. Çăхавсемпе сĕнÿсене тĕрлĕ темăпа йышăнаççĕ: ЖКХ пулăшăвĕ, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илем тата инфраструктура, çул-йĕр, ялхуçалăхĕ...
Ыйтусене 10 кун хушшинче пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ, хуравсене кĕске вăхăтра çак порталтах пичетлеççĕ.