17 мая 2017 г.
Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Ĕçлĕ визитпа çак кун районта Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçи - Чăваш Республикин патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ С.И.Скворцов, Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ» автономи учрежденийĕн директорĕ А.Г.Белов, Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Г.Г.Николаева пулĕç. Халăхпа тĕл пулнă май вĕсем районти информаци ушкăнĕсемпе пĕрле çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелес, çуркуннехи тата çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас, çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас ыйтусене çĕклĕç. Пахалăхсăр алкоголь тата спирт хатĕрĕпе суту-илÿ тăвакансен çулне пÿлес ыйту та тĕп темăсен шутĕнче пулĕ.