17 мая 2017 г.
Хĕрлĕçыр ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартас ыйтăва татăклăн татса панă.
Çавна май хальхи вăхăтра кунта строительство ĕçĕсене пикеннĕ. Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕ малтан пĕтĕмпех кирлĕ хут ĕçĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ.
Сăмах май, 2013-2016 çулсенче пирĕн республикăри яллă вырăнсенче пурĕ 125 ФАП хута кайнă. 2017 çулта вĕсене тата 25 тума палăртнă, çав шутран иккĕшĕ пирĕн районти Хĕрлĕçыр тата Хăвăлçырма ялĕсенче пулмалла.