17 мая 2017 г.
Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче «Терроризмăн тĕн çук» ятпа семинар-практикум иртрĕ. Унта Чăваш Республикин террора хирĕçле комиссин, Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен, Комсомольскипе кÿршĕллĕ районсен администрацийĕсен представителĕсем, тĕрлĕ тĕнсен пĕрлĕхĕсен членĕсем, вĕрентÿ тата культура, право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем, вĕренекенсем, ытти регионтан килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.
Семинар-практикумăн тĕп темисен шутĕнче терроризмран тата тĕн экстремизмĕнчен сыхланас енĕпе пурнăçланакан ĕç-хĕле тата 2013-2018 çулсенче Раççей Федерацийĕнче терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли комплекслă план мероприятийĕсене мĕнле пурнăçланипе паллашасси пулчĕ.
Канашлăва Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ Альбир Крганов уçрĕ. Сăмах май, Альбир Рифкатович чылай çул Раççей Общество палатин йышĕнче ĕçленине, нацисен хушшшинчи çыхăну тата совесть ирĕклĕхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланине палăртмалла. Чи малтанах муфтий çак тăрăхра чăвашсем, тутарсем, мордвасем, вырăссем, ытти халăх çынни килĕштерсе пурăннине асăнчĕ. Вĕсем православи тата мăсăльман тĕнĕсене ĕненеççĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çĕршыври нацисем тата регионсем хушшинчи çураçулăха тата татулăха аталантарас, çирĕплетес тĕллевпе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Раççейре çак хутшăнусем пирĕн кăтартуллă, ку енĕпе опыт та пысăк. Нумай нациллĕ Раççейре халăхсем чылай çул килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненсен те хăйсем Раççей халăхĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ.
Террористсем. Камсем вĕсем? Мĕнле тĕллеве мала хураççĕ? Вĕсен серепине камсем çакланаççĕ? Ислам мĕне вĕрентет? Çакă тата ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕç малалла семинар-практикумра. Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук тейĕн. Хаярлăх, пусмăрлăх тата сехĕрлентерÿ çинче никĕсленет вăл. Террорист мăсăльман пулаймасть, мăсăльман вара террорист пулаймасть. Тĕне ĕненекен çын нимĕнле теракт та тăваймасть. Мĕншĕн тесен ислам пусмăрлăх тĕнĕ мар, унăн тĕшши юратупа ыркăмăллăх, теприне каçарма пĕлни, ытти тĕне хисеплени.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан та сăмах илчĕ:
- Экстремистла тата терроризмла ушкăнсем тÿрĕ çыхăнура пулни куçкĕрет. Çавăнпа та экстремистла ушкăнсене хирĕç вирлĕн кĕрешмелле. Информаци технологийĕсем, интернет тата социаллă çыхăнусем урлă киревсĕр шухăшсене сарма хăтланакан радикалсен çулĕсене пÿлмелле.
Паянхи кун тĕнчере куçа курăнман вăрттăн информаци вăрçи пырать. Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем, телекурав нумай чухне патшалăхăн шалти тата пĕтĕм тĕнчери киревсĕр политикăн тухăçлă инструменчĕ пулса тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шел пулин те, чылай чухне вĕсемпе экстремизма, национализма ÿстерме тата хĕтĕртме усă кураççĕ.
Семинар-практикум вăхăтĕнче православи тата ислам тĕнĕсене мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе олимпиада, тĕрлĕ тĕн çыннисем хутшăннипе «çавра сĕтел», вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе практика занятийĕсем иртрĕç.
Е.ПЕТРОВА.