17 мая 2017 г.
Преступниксем çын шанăçĕпе усă курса халăха шар кăтартни пирки хаçатра час-часах çыратпăр. Çапах та вĕсен серепине лекекенсем тĕл пулсах тăраççĕ.
Ытларах чухне преступниксем пĕччен пурăнакан, вăхăтлăх пĕччен юлнă ватăсене куç хываççĕ - çуртсене социаллă ĕçченсем евĕр е юмăç яракансем пек пырса кĕреççĕ.
Чи анлă сарăлнă тепĕр мел - телефонпа улталани. Пиртен кашнийĕ çывăх çынсемшĕн пăшăрханать. Хăш та пĕр çын: «Ывăлу е хĕрÿ авари тунă, ăна яваплăхран хăтарма пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ», - текен ултавçăсен серепине çакланса самантрах терминал урлă палăртнă номерпе укçа-тенкĕ куçарать. Телефонпа çакăн евĕр хыпар илсен чи малтанах çывăх çыннăрсем патне шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатма ыйтатпăр.
Шар куракансенчен пысăк пайĕ тĕрлĕ приз выляса илнине ĕнентерме хăтланакансен «вăлтине» ансат çакланать.
Ултавçăсен серепине лекесрен асăрханса çак сĕнÿсене асра тытма ыйтатпăр. Палламан çынна çурта ан кĕртĕр. Вăл хăйĕнпе юсав службин ĕçченĕ е социаллă служба представителĕ тесе паллаштарсан, докуменчĕсене ыйтăр, тÿрех районти ку енĕпе ĕçлекен организацисемпе çыхăнăр.
А.АЛЕКСЕЕВ.