17 мая 2017 г.
Çынна та ерме пултаракан хăрушă чире - кайăк-кĕшĕк грипĕн А вирусĕн геномне пирĕнпе кÿршĕллĕ регионта - Тутар Республикине кĕрекен «Лаишевский» чăх-чĕп комплексĕ» ОООра та тупса палăртни Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.
Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак комплексра 450 пин пуç кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Майăн 8-мĕшĕ тĕлне унта 5 пин чăх вилнĕ пулнă, юлашки кунсенчи лару-тăру тата çивĕчленнĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăласран асăрханса профилактика мероприятийĕсен пĕтĕмĕшле планне туса хатĕрленĕ. Çакăн пирки ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов, вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире пĕлтернĕ. Чир вирусĕ республикăна килсе çакланасран сыхланмалли мероприятисене кирлĕ шайра пурнăçласси пирки вĕсем хытарсах каланине асра тытса выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн ертÿçипе Ирина Николаевăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
Халĕ шăпах ял çыннисем ушкăнĕ-ушкăнĕпе чăх-чĕп туяннă вăхăт. Килсе тухнă лару-тăрура вĕсен мĕнле пулмалла? Ирина Николаева палăртнă тăрăх, ку чухне Тутар Республикинчен чăх-чĕпе, чăх ашне тата унран хатĕрленĕ продуктсене, çăмартана республика территорине кÿрсе килме тата вĕсене сутма вуçех чарнă. Лару-тăрăва сăнаса тата йĕркелесе тăрас тĕллевпе районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем пасар кунĕнчи кашни шăматкун чăх-чĕп, çăмарта сутакан усламçăсемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсем ăçтан кÿрсе килнипе кăсăкланаççĕ, кирлĕ документсене тĕрĕслеççĕ. Апла пулин те тавар туянаканăн хăйĕн те сыхă, тимлĕ пулмалла. Лавккара е пасарта чăх-чĕп, çăмарта туянас тетĕр пулсан малтан вĕсене ăçтан кÿрсе килнине пĕлмелле, çакăн çинчен ĕнентерекен документа ыйтма та ÿркенсе, именсе тăмалла мар. Мĕншĕн тесен çын сывлăхĕшĕн мар, хăйсен кĕсйисене хулăнлатассишĕн анчах тăрăшакан сутуçăсем те халĕ пирĕн хушăмăрта сахаллăн мар. Чĕрĕ кайăк-кĕшĕке, хур-кăвакала ют районсемпе республикăсенчен кÿрсе килме шутларăр пулсан та çакăн пирки малтан ветеринарсене пĕлтермелле.
Районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсен çак тапхăрти ытти енлĕ яваплăхĕ те пысăк. Вĕсенчен пĕри - халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене туса ирттересси. Кайăк-кĕшĕк грипĕ районта ан сарăлтăр тесе ветеринарсем кайăк-кĕшĕк усракансемпе тĕл пулаççĕ, чире хирĕç тăмалли йĕркесем çинчен каласа кăтартаççĕ. Ку чухне килти кайăк-кĕшĕке сарайсенче е ятарласа тунă пÿлĕмсенче усрамалла. Стенасемпе алăксене, унта урăх нимĕнле вĕçенкайăк та вĕçсе ан кĕрейтĕр тесе, сеткăпа кармалла. Вĕсем çиекен апата шыв кĕмен савăтсенче хупласа упрамалла.
Ăнсăртран килти чăх-чĕп, хур-кăвакал виллине асăрхарăр пулсан ăна çара алăпа тытмалла мар - вĕсем хăрушă чирпе чирлесе вилме пултарнă. Çакăн пирки çийĕнчех ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Пурин те сыхă, асăрхануллă пулмалла!
Светлана АРХИПОВА.