17 мая 2017 г.
Кашни çулах çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Музейри каç» уяв йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çак паллă пулăм музейра ĕçлекенсемшĕн уяв анчах мар, хавалпа ĕçлемелли кун та пулса тăрать.
Кăçал музей каçне «Аваллăхпа вăйă-кулă урлă паллашар» ятпа ирттерме палăртнă. Çамрăк ăрушăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕрки, тумĕ, апат-çимĕçĕ, савăт-сапи, ĕç хатĕрĕсем яланах кăсăклă. Аваллăхпа паллашма кăмăл тăвакансен çак кун ĕлĕкхи утюгсемпе кĕпе якатма, арман авăтма, кăмакана ухватпа чÿлмек лартма, сăмавар чĕртме, савапа хăма савалама, кĕвентепе шыв йăтма май пулĕ. Уяв тăршшĕпе тĕрлĕ халăх вăййисем иртĕç.
«Музейри каç» уява кашнинех хапăлласа кĕтетпĕр.
С.СТЕПАНОВА,
лектор-экскурсовод.