17 мая 2017 г.
Çу уйăхĕн 11-19-мĕшĕсенче районта «Условник» операци иртет.
Çак вăхăтра ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем условнăй майпа айăпланнă çул çитмен çамрăксен килĕсенче пулаççĕ, пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ.
Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çавăн пекех шкулсенчи ачасемпе, ăнăçсăр çемьесенчи ашшĕ-амăшĕпе курнăçаççĕ. Вĕсем вĕренекенсене саккунсен пуххисемпе паллаштарнисĕр пуçне киревсĕр йăласен сиенĕсем çинче те /наркоманипе иртĕхни, эрех-сăра ĕçни, табак туртни, экстремистла ушкăнсемпе явăçни/ чарăнса тăрĕç, йывăр ачасемпе калаçусем ирттерĕç.
Е.ГЕННАДЬЕВА.