Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Часах хĕрÿ тапхăр

13 мая 2017 г.

Шкул ачисем юлашки уйăх вĕренеççĕ. Тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн патшалăхăн тĕп тата патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче кăçал мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пулаççĕ?

ППЭ тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче пуçланать. Ун чухне выпускниксем географипе тата информатикăпа экзаменсем тытĕç. Математикăпа çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче - никĕс шайри, çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче - профиль шайри экзаменсем пулĕç. Вырăс чĕлхипе ППЭ çĕртмен 9-мĕшĕнче тытĕç. Тĕп тапхăр тĕрĕслевĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕç.

Экзамен йĕрки кăшт улшăнать. Кăçалтан черновиксене - экзамен пулнă хыççăн пĕр уйăх, оригиналсене çитес çулхи пушăн 1-мĕшĕччен упрама йышăннă. Кун хыççăн пĕтĕм материала тĕп тăваççĕ. Кăçал ППЭ тĕрĕслевне линейка, программăламан калькулятор, транспортер илсе кĕме чармĕç.

Тăххăрмĕшсен вара экзамена программăламан калькулятор, орфографи словарĕ, тĕп формулăсене çырнă справочник, хими элеменчĕсен периодика таблици, илемлĕ литература хайлавĕсен тексчĕсем, лирика пуххисем - çаксем экзамен тытакансен сĕтелĕ çинче ирĕклĕнех выртма пултарĕç.

А.БОГДАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика