13 мая 2017 г.
«Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен:
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать,» -
тесе çырнă чăвашсен пултаруллă сăвăçи К.В.Иванов хăйĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминче. Анчах çав этем темле ăслă пулин, çутçанталăкăн никам та улăштарма пултарайман тĕп саккунĕсем пур.
Çутçанталăк улшăнса пыни çинчен юлашки çулсенче уйрăмах нумай калаçатпăр. Тавралăх пирĕн пурнăçшăн йывăрланса, ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсен йышĕ чакса пыни хытă шухăшлаттарать. Хальхи çутçанталăкпа этем пурнăçĕнче инкеклĕ улшăнусем пулма пултарасси тата вĕсенчен мĕнле майсемпе сыхланасси те пăшăрхантарать. Чылай чухне: «Эпĕ çутçанталăка юрататăп», - тенипех çырлахатпăр мар-и;
Этем - çутçанталăкран аталанса пулнă чĕрĕ чун. Çын хăйне пурăнма мĕн кирлине пĕтĕмпех тавралăхран илет. Çапла майпа этем çутçанталăкăн пĕр пайĕ пулса тăрать. Çĕр çинче пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Этем вара çутçанталăка ытларах хăй пурнăçĕшĕн ĕçлеттерме тăрăшса экологи тытăмне аркатса-пĕтерсе пырать. Çутçанталăк ырлăхĕ пĕтсе пынине эпир те пĕчĕккĕнех хăнăхса пыратпăр. Ăна çăлса хăвармасан этем хăй те çăлăнса юлаяс çук: тавралăхра сывлама сывлăш тăрса юлмĕ, ĕçме юрăхлă шыв çитми пулĕ, апат-çимĕçĕ наркăмăшлă пулĕ. Этем организмĕ ăруран ăрăва тăсăлса пырсан этемлĕхĕн кунĕ кĕскелĕ.
Мĕнрен пуçăнмалла? Камран пуçламалла ку ĕçе тума? Çутçанталăк малашлăхĕ - пирĕн ачасен аллинче. Апла пулсан пирĕн вĕсене пурнăçа сыхлама, хÿтĕлеме вĕрентмелле. Çакна асра тытса шкул ачисемпе пĕрле эпир çуркуннехи-кĕркуннехи вăхăтра урамсене тирпей-илем кĕртме, йывăç хунавĕсене лартса хăварма хутшăнатпăр. Çак пархатарлă ĕçе малашне те кирлĕ пек йĕркелесе пыма палăртатпăр. Этемпе çутçанталăк пĕр пурнăçпа пурăнаççĕ, апла пулсан пирĕн - ватти-вĕттин уншăн харпăр хăйшĕн тăрăшнă пек тăрăшмалла.
Çĕрĕ те, кайăк-кĕшĕкĕ те, чĕрчунĕ те, шывĕпе вăрманĕ те - пурте çĕр ĕçченĕн чунне çывăх. Чăваш çыннин, пушшех, кăвапи çĕрпе çыхăннă, тейĕн. Пире пурнăç парнелекен, çăкăрлă тăвакан тăван çĕре упрасчĕ. Çĕр - пирĕн пысăк пуянлăх, ăна тăван анне пекех хисеплер.
Л.ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.