13 мая 2017 г.
Елчĕкри тĕп стадионта мухтавлă ентешĕмĕре, Олимп вăййисен бронза призерне, Чăваш Ен ятне пĕрремĕш хут тĕнчене кăларнă А.Игнатьева асăнса çăмăл атлетсем ăмăртнă.
Хĕрсемпе яшсем 100, 200, 400, 800, 1500, 3000 метра чупассипе, тăршшĕне сикессипе, йĕтре тĕртессипе ăмăртнă.
Вăтам шкулсен командисенчен Елчĕксем - пĕрремĕш, Курнавăшсем - иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем - виççĕмĕш, тĕп шкулсенчен Хăвăлçырмасем - пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеçсем - иккĕмĕш, Патреккелсем - виççĕмĕш вырăнсенче.