07 мая 2017 г.
Аттене вăрçа илсе кайрĕç
Ольга Николаевна Петрова /Кузнецова/ икĕ сăнÿкерчĕке - ашшĕнне тата Евмень тетĕшĕнне - куç пек упрать. Вĕсене час-часах аллине илсе вăрах вăхăт шухăша кайса ларать. Çывăх çыннисенчен юлнă чи хаклă тупра вырăнĕнче çак икĕ сăнÿкерчĕк.
Вăхăт пĕр шелсĕр малалла чупать. Куна - кун, çула - çул, киввине çĕнни улăштарать. Патреккелĕнче пурăнакан Ольга Петрова /Ульха аппа теççĕ ăна ялта/ кăçал 87 çул тултарчĕ. Çак çула çитсе пурнăçри хăш та пĕр пулăм манăçать пулĕ, анчах хаяр вăрçă çулĕсем хĕрарăм асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă çул вунпĕрте пулнă хĕрача. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ хыпара пуçласа илтни пирки çапларах аса илет Ольга Николаевна:
- Пĕррехинче килте никам та çуккине асăрхарăм. Тумланса урама тухсан халăх ял варринче вырнаçтарнă репродуктор патнелле васкаса утнине куртăм. Эпĕ çитнĕ çĕре пысăк йыш кĕпĕрленсе тăратчĕ ĕнтĕ унта. «Вăрçă пуланнă, вăрçă пуçланнă», - тесе шавлăн калаçаççĕ. Йĕрекенсем те пур. Çак хыпара илтсен эпĕ те йĕре-йĕре кил еннелле чупрăм...
Ольгăн ашшĕне - ăста тимĕрçĕне Николай Константинович Кузнецова та /вăл 1909 çулта кун çути курнă/ ялти ытти вăйпитти арçынсемпе пĕрле вăрçа илсе кайнă. Тимĕр ĕçĕпе ĕçлесси йăхран йăха куçса пынă вĕсен, хушамачĕ те çак сăмахран тухса кайнă. Николай ашшĕ Константин та таврари паллă тимĕрçĕ пулнипе палăрнă.
- Пирĕн атте тимĕртен кил-тĕрĕшре усă курмалли тем тĕрлĕ хатĕр те ăсталатчĕ. Пĕринче асатте таçта кайсан/вырăнĕсене астумастăп халĕ/ велосипед ăсталама вĕренсе килнĕ. Вара вăл çак ăсталăха аттене вĕрентнĕ те, атте пире велосипед туса пачĕ. «Тимĕр ут» ял çыннисемшĕн пысăк тĕлĕнтермĕш пулнă ун чухне. Манăн аппа Лидия камерсемсĕр велосипедпа çул тăрăх танкăртаттарса ярăнса çÿренĕ чух ун хыççăн пĕр купа ача чупса пыни халĕ те асрах, - малалла тăсать сăмахĕсене Ольга Николаевна. - Атте вăрçа тухса кайсан анне 4 ачапа тăрса юлчĕ. Асли Лидия, ун хыççăнхи эпĕ, Петр тата Зина. Маларах манăн икĕ шăллăм Виталипе Иван ăшпа аптăраса вилни халĕ те куç умĕнче. Анне татăлса йĕчĕ, атте ниçта кайса кĕреймесĕр алăкăн-тĕпелĕн утрĕ ун чухне.
Вилни çинчен пĕлтернĕ çырусем
- Вăрçă çулĕсем пирки каласа парсам, - тетĕп пурнăçĕнче сахал мар хура-шур курнă хĕрарăмăн пĕркеленчĕкпе çырăннă сăн-пичĕ çине пăхса тата йăваш та шухăшлă куçĕсенчен тинкерсе.
Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ куçĕсене шăлать, пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларнă хыççăн тин сăмахĕсене малалла тăсать:
- Вăл вăхăтра пурин те шăпи пĕрешкел пулчĕ. Пĕр эпир анчах мар, çĕршыври пур çын та йывăр нуша тÿсрĕç. Кашни килтенех çывăх çыннисене вăрçа ăсатрĕç. Чылайăшĕ ашшĕне, пиччĕшĕ-шăллĕне, ытти тăванне вăрçăран кĕтсе илеймерĕ. Фронтран таврăннисем те пысăк нушаллăччĕ, ытларахăшĕ аманса таврăннăччĕ. Асаттепе асаннен пурĕ 6 ача пулнă: Николай, Санькка, Евмений, Марче, Наçтук тата Лисук. Икĕ ывăлĕ - манăн аттепе Евмений тете /1916 çулта çуралнă/ вăрçăран таврăнаймарĕç. Вĕсем вилни çинчен пĕлтернĕ çырусене пĕр вăхăталлах илтĕмĕр. Атте - Николай Константинович 1943 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче, Евмений тете çак çулах февралĕн 22-мĕшĕнче вилнĕ. Иккĕшĕн ятне те «Астăвăм» кĕнекене кĕртнĕ. Аттене Воронеж облаçĕнче Михайловский хуторта, шăллĕне Луганск облаçĕнчи Лутугинск районĕнчи Елизаветовка ялĕнче пытарнă. Евмений вăрçă пуçланнă çул Куйбышевра сăрт-ту институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Вĕреннĕ çĕртенех фронта тухса кайнă. Пирĕн патăмăра посылкăпа вĕренÿ кĕнекисене ярса пани, вĕсене упрама сĕннĕ çырăвĕ халĕ те асра. «Вăрçă пĕтсен малалла вĕренĕп. Кĕнекесене упра, Лисук.», - çапла ĕмĕтпе çырнă вăл пĕртен-пĕр тата юлашки çырăвне.
Лисук аппа вăрçă вăхăтĕнче Улатăрта пурăнчĕ. Унта окоп чавнă тата вăрман каснă вĕсем.
Тăван киле - фронт линийĕ урлă каçса
Наçтук аппа - Анастасия Константиновна - вăл «Чуваш» ятпа палăрнă Яков Николаевич Николаев партизанăн мăшăрĕ. Вăрçă пуçлансан 4 уйăхри ачипе Польша чиккинчен пуçласа фронт линийĕ урлă каçса тăван Патреккеле 3 уйăха яхăн килнĕ. Çул çинче çав тери нумай нуша курнине каласа паратчĕ Наçтук аппа. Мăшăрĕпе Яков Николаевпа вăрçă пуçланнă кун ир-ирех уйрăлнă вĕсем. Пÿрте хыпаланса чупса кĕнĕ Яков кăкăр ачи çумĕнче çывăракан Анастасия Константиновнăна пĕр самант хушшинче пуçтарăнса тухса кайма хушнă. Документсене анчах илме ĕлкĕрнĕ вăл, ача кипкисене те, апатне те илсе ĕлкĕреймен. «Çак телефон юписенчен нихăш еннелле те ан пăрăн, хăçан та пулсан пĕр-пĕр станцине килсе тухăн. Мĕнле те пулсан ачана упра», - тесе анчах кăшкăрса хăварма ĕлкĕрнĕ, васкаса чупса кайса куçран çухалнă. Пурнăçри юлашки тĕлпулу пулнă вĕсен çакă. Выçăллă-тутăллă пурăннă Наçтук аппана çул çинче чылай ырă çын пулăшнă, çуран та нумай утнă вăл, хăш чухне çула май лашапа лартса каякансем те тĕл пулнă. Пĕр яла çитсен нимĕçсем вырăнти халăхпа пĕрле ăна та кивĕ сарайне хупса хунă. Вĕсене Германие хăваласа илсе каяс сас-хура тухнă. Выçăпа аптăранă, кипки йĕпенсе пĕтнĕрен шăнса кÿтнĕ Эмма хĕрĕ каçăхса кайса йĕнĕрен пĕр нимĕç шеллесе çĕр варринче кăларса янă хĕрарăма.
Чылай çул кĕтнĕ хыпар
Сăмах май, хыпарсăр çухалнă мăшăрĕн шăпи пирки 24 çултан анчах пĕлнĕ вăл. Яков мĕн куçĕсене хупиччен Тăван çĕршывăн чысĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн çапăçни пирки иккĕленме те пултарайман. Анчах та Наçтук аппана малтанхи çулсенче: «Упăшку ăçтине кала. Нимĕçсене парăннă-и эсир? Йышăн! Никам пулăшăвĕсĕр фронт линийĕ урлă каçса мĕнле таврăннă эсĕ килне?» - йышши сăмахсемпе пĕрре анчах мар лăсканă.
Икĕ теçетке çул иртсен тин Яков Николаев пирки хыпар пулчĕ. Миçе çул куç пек кĕтрĕ çак хыпара Наçтук аппа. Польшăра пурăнакан хастар çынсем пулăшнипе йыснан ячĕ пичетре курăнма, унăн паттăрла ĕçĕсем пирки çĕршыври хаçатсем статьясем пичетлеме пуçланă. Яков тăракан чикĕри салтаксем кĕтмен çĕртен тапăнса кĕнĕ тăшманпа питĕ вирлĕн кĕрешнĕ. Кĕçех аманса тыткăна лекнĕ Я.Николаев унтан тарса Польшăри Парачевск вăрманĕсенче партизан отрячĕ йĕркелесе фашистсене хирĕç пĕтĕм курайманлăхпа хаяррăн кĕрешнĕ. Хăйсене сехĕрлентерекен «Чуваш» псевдонимпа палăрнă партизана тытса паракана çав тери пысăк награда сĕннĕ пулнă фашистсем. 1943 çулта паттăрла вилĕмпе вилнĕ Наçтук аппа мăшăрĕ, хăйсене çавăрса илнĕ нимĕçсен ушкăнне вĕлерес тĕллевпе гранатăна хăй чарăннă çуртра сирпĕтнĕ.
Малтанах Каркаларта вĕрентекенре тăрăшрĕ Анастасия Константиновна. Каярах тĕп хулана тухса кайрĕ. Эммăна пĕчченех çитĕнтерчĕ, ĕмĕрне Шупашкарти тăлăх ачасен çуртĕнче ĕçлесе ирттерчĕ. Турă вăрăм ĕмĕр пачĕ ăна.
Хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман
Атте вăрçа тухса кайсан йывăр ĕç пурин хулпуççийĕ çине тиенчĕ. Аннене уйрăмах йывăр килчĕ. Ăна пăртак та пулин пулăшас тесе эпир пучах пухма, пăрçа вырма çÿреттĕмĕрччĕ, хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман. Уй-хир ĕçне те хастар хутшăннă, йĕтем çинче те ĕçленĕ. Вăйпитти çынсем, лашасем çитменрен вырма ĕçĕсем вăраха тăсăлатчĕç. Тăхăнмалли çукчĕ, кĕрхи тата хĕллехи кунсенче ĕçрен витĕр шăнса таврăнсан хутнă-хутман пÿртре те ăшăнма çукчĕ. Улăмăн, Пăла хĕрринче пухнă хыт хуран хĕрÿлĕхĕ çук ĕнтĕ. Пир шăлавар ăшша тытмасть, çил витĕр каснăран урасем шăнса кÿтнипе хĕп-хĕрлĕ пулатчĕç.
Пĕринче эпĕ улăм турттарнă чух ана çинче пушă михĕ асăрхарăм. Турă пурах çав. Питĕ савăнтăм çакна тупсан. Тепĕр ирхинене мана анне çак михĕрен шăлавар çĕлесе пачĕ. Ăна тăхăнсан урасене хÿтĕ пулнине, çил витĕр касманнине туйрăм.
Çимелли те çукчĕ. Чĕкĕнтĕр çулçи ярса пĕçернĕ яшка тутă тытмастчĕ. Анасем çинче крахмал пухаттăмăрччĕ. Анне ăна вир хывăхĕпе хутăштарса тĕветчĕ те пашалу пĕçерсе паратчĕ. Унран тутли урăх нимĕн те çук пек туйăнатчĕ пире.
Алăсем чĕтренĕрен хунар çутаймастăп
Вăрçă çулĕсенчи тепĕр ÿкерчĕк нахăçан та асран тухмасть. Кĕрхи çĕр тăпăртатнă сасăпа вăранса кайрăм. Анне урамра хаяр сасăпа хытă кăшкăрать, урисемпе тапăр-тапăр туни пÿртех илтĕнет.
- Кашкăрсем! Кашкăрсем выльăхсене тапăннă! Хунар çутса тухăр-ха, тухăр!!!
Эпĕ аннене пулăшма тухас тесе хунар çутас тетĕп. Хăранипе алăсем сиксе чĕтренĕрен ниепле те тивертейместĕп шăрпăка. Анне çаплах кăшкăрать. «Ăна та тапăнман-ши? Çисе ямĕç-ши?» - текен шухăш вăй-хала тата та пĕтерет. Аран-аран çутса тухрăм хунара. Ун çутинчен кашкăр хăрать иккен. Пĕри, ĕнене çилĕрен çавăрса хыпса сĕтĕрекенскер, вĕçертрĕ те хÿме урлă сиксе каçма хăтланать. Тепĕр кашкăрĕ сурăха çăварĕпе хыпнă, вăл та хÿме урлă каçасшăн тапаланать. Хăй сиксе каçрĕ, сурăх ку енне ÿксе юлчĕ. Ытти кашкăрсем те хăш вăхăтра хÿме урлă сиксе каçса куçран çухалчĕç. Выльăх та этем хÿтлĕхне туять иккен. Кашкăрсенчен вĕçерĕннĕ хыççăн тÿрех пирĕн патăмăра чупса килчĕç. Вăрăм крыльца çумне пырса тĕршĕнчĕç. Пурĕ 7 кашкăр хуçаланнă пирĕн картишĕнче, пĕр сурăха çăмĕпе пĕрлех çисе янă. Юрать, анне сиснĕ вĕсене, юлнă сурăхсемпе пĕрле ĕнене те çисе яратчĕç пуль вĕсем, выçăпа антăхнăскерсем.
Улăмпа шăрпăксăр çÿремен
Кашкăр тенĕрен, тата та тĕл пулма тиврĕ мана вĕсемпе. Пĕрре пире, çамрăк ачасене, звеньевой ирхине 3 сехетрех Элекçей Тимеш кĕперĕ патне вир çумлама илсе кайрĕ. Вырăна çитеспе вир ани хушшинчен 7 кашкăр сиксе тухрĕ. Эпир, тăрук хăраса кайнăскерсем, кăшкăрса йĕрсе каялла чупма пуçларăмăр. Тутă пулнă пуль ахăр вĕсем, пире тапăнмарĕç. Кĕтĕвĕпех Аслă Пăла çумĕпе Питтĕпел ялĕ еннелле чупса кайрĕç. Çак пулăм хыççăн лаша урапи çине улăмпа шăрпăк хурса çÿреме пуçларăмăр.
Тепĕр тĕслĕх те асрах тăрать. Мăнкуна анне çĕнĕ çăпата тутарса пачĕ мана. Чунтан хĕпĕртенĕскер ăна çурăм та урам енчи карта çине типĕтме çакса хутăм. Тепĕр самантран манăн çăпатасем «ураланнине» куртăм. Хам пекех йывăр шăпаллă çын вăрланă пулĕ ĕнтĕ тесе лăплантăм. Аттен çурма ботинкине тăхăнса пурпĕрех çăмарта пухма тухрăм Мăнкун кунĕ.
Ольга Николаевна паянхи кун Николай ывăлĕн çемйипе пурăнать. Пурнăçĕнче темĕнле тĕрлĕ нуша курнă пулсан та йăвашлăхĕпе ырă кăмăлĕ çухалман унăн, ырă малашлăха шанаслăх пысăк. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер шÿтлес ăсталăхне те çухатмасть.
- Текех усал вăрçă ан кĕрлетĕр çĕр чăмăрĕ çинче. Эсир яланах тăнăç та лăпкă пурнăçпа пурăнăр, - тет асанне мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене лăпканă май.
Владимир ПЕТРОВ,
11-мĕш класс.
Елчĕк шкулĕ.