06 мая 2017 г.
Акчел ялĕнче çуралса ÿснĕ Тинĕс-Çар Флочĕн морякĕсен, пĕртăван Капитон Владимировичпа Николай Владимирович Крыловсен тата Питтĕпел ялĕнче çуралса ÿснĕ Тинĕс-Çар Флочĕн офицерĕн, пĕрремĕш рангри капитанăн Петр Андреевич Андреевăн /Балтаев/ пурнăçĕнче Иван Павлович Алюкинăн сăнарĕ пысăк тĕслĕх пулса тăнă. Вăл вĕсемшĕн çывăх тăван - куккăшĕ пулнăран та вĕсем те ун пекех çар çыннисем пулма ĕмĕтленнĕ.
Кам вăл Иван Павлович Алюкин? Унăн ятне кÿршĕллĕ Тутар Республикинче пирĕнтен, ентешĕсенчен, лайăхрах пĕлнĕ. Çавăнпа тĕрлĕ çĕре нумай çыру çÿретме тиврĕ. Шырав ĕçне ăнăçлă вĕçлеме Крым çурутравĕ Раççей çĕрĕпе пĕрлешни те нумай çăмăллăх кÿчĕ. Иван Павловичăн ывăлĕ - Тинĕс-Çар Флочĕн офицерĕ, пĕрремĕш рангри капитан Ленар Иванович юлашки çулсенче Севастополь хулинче пурăннине тăванĕсем урлă пĕлтĕм. Анчах вĕсем те унăн тĕрĕс адресне пĕлменни шырав ĕçне самаях чарса тăчĕ. «Советская Чувашия» хаçатăн корреспондентне Алена Казанцевăна тата Елчĕкри И.П.Алюкинăн тăванĕсене Александра Прохоровна Сайкинăпа Ирина Вячеславовна Егоровăна - пысăк тав. Вĕсем пулăшнипе Севастопольти Алюкинсен çемйине шыраса тупрăм. Часах çыру та илтĕм. Иван Павлович Алюкинăн мăнукĕ Елена Ленаровна Подласова хăйĕн аслашшĕ тата ашшĕ çинчен çырнă документсене тата сăнÿкерчĕксем ярса пачĕ.
«Тĕрĕсех, манăн асатте - И.П.Алюкин Чăваш Республикине кĕрекен Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Эпир ун çинчен питĕ лайăх пĕлетпĕр», - тесе çырать Елена Ленаровна. Çакна çирĕплетсе вăл аслашшĕн автобиографине те ярса пачĕ.
Иван Павлович Алюкин 1896 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче 12 çынран тăракан хресчен çемйинче çуралнă. 1909 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Тутар Республикине кĕрекен ялти шкула вĕренме кĕнĕ, «учитель школы грамоты» ята илнĕ.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан - 1915 çулхи августăн 7-мĕшĕнче Иван Алюкин салтак шинелĕ тăхăннă. Австро-Венгри çĕршывне хирĕç Раççей çарĕсен кăнтăр-хĕвеланăç фронтне кĕрекен Галици çĕрĕ çинче пулса иртнĕ çапăçусене хутшăннă. 1915 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш хут суранланать. Вăл тÿрленнĕ хыççăн 1916 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче тин каялла çапăçу хирне таврăнма пултарать. Анчах 1916 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Королец шывĕ урлă каçнă чухне Иван Алюкин тепĕр хутчен аманать. Çамрăк та тĕреклĕ пулнăран çак сурана чăтăмлăн тÿссе ирттерет - 1916 çулхи сентябрь уйăхĕнчех хăйĕн чаçне каялла таврăнать.
1917 çулта фронтри çапăçусем чарăнсан патша çарĕнчи çапăçусенче пулнă салтаксене демобилизаци йĕркипе килĕсене яма тытăнаççĕ. Иван Алюкин та тăван яла таврăнать, кунта хуçалăх ĕçĕпе ĕçлесе пурăнма тытăнать. Анчах 1918 çулта Атăл тăрăхĕнче йĕркеленнĕ шурă çарсем Чĕмпĕрпе Хусан хулисем патне тапăнса килме пуçласан Иван Алюкинăн тепĕр хут салтак шинельне тăхăнма тивет. Вăл Хĕрлĕ Çар ретне мобилизаципе каять. Патша çарĕнче тăшманпа çапăçса çар пĕлĕвĕ пухнă, çар йĕркисене лайăх пĕлекен салтака рота командирне лартаççĕ. Çапла Иван Алюкин Хĕвелтухăç фрончĕн стрелоксен вунпĕрмĕш дивизийĕн 4-мĕш маршевăй ротăн командирĕ пулса тăрать. Асăннă дивизи шурă çарсене хирĕç тĕрлĕ çĕрте çапăçать, Ĕпхÿ хулине илнĕ çĕре те хутшăнать. Çар ĕçне лайăх пĕлекен Иван Алюкина çак çапăçусенче темиçе хутчен те асăрханă.
Çамрăк Совет çĕршывĕшĕн чи йывăр самант - ун çине ютран тăшмансем çине-çинех тапăнса килеççĕ. Шăп çак йывăр вăхăтра, 1919 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче, Иван Алюкин, халăх ĕçĕшĕн чунран парăннине палăртса, РКП «б» ретне кĕрет. Хăюллă та хастар командира çар командованийĕ партин ячейкине ертсе пыма шанать. Çак вăхăтра вăл стрелоксен аслă шкулĕнчен те вĕренсе тухать. Çар командованийĕ ăна батальон командирĕ пулма çирĕплетет. Анчах йывăр суранĕсене пула унăн çар ĕçне хăварма, яла таврăнма тивет. 1919 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Элекçей Тимешри шкулта учитель пулса ĕçлеме тытăнать. Апла пулин те, мал курăмлă, тĕнчери лару-тăрăва лайăх ăнланакан çын хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма шутланă. Суранĕсем пирченĕ хыççăн 1920 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çарăн Мускаври Тĕп штабĕн аслă курсĕсене вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн ăна 1921 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Тутар Республикине кĕрекен Пăва хулин тата кантонĕн военкомĕн пулăшаканĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах вăл Пăва хулин коменданчĕ тата хулари ЧОН командирĕ те пулса ĕçлет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи И.П.Алюкинăн çар служби çапла йĕркеленсе пырать: 1/ 19.12.1922 - 01.01.1923 ç.ç. - Теччĕ кантонĕн военкомне пулăшаканĕ тата Теччĕ кантонĕн ЧОН командирĕ; 2/ 01.1923 - 23.07.1924 ç.ç. - Тутар Республикин ЧОН чаçĕсен штаб начальникĕн пулăшаканĕ; 3/ 23.07.1924 - 15.09.1924 ç.ç. - Арск кантонĕн военкомĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ; 4/ 15.09.1924-15. 02.1930 ç.ç. - Пăва кантонĕн военкомĕ; 5/ 15.02.1930-1939 ç.ç. - Пушкăрт Республикинчи Ĕпхÿ хулин военкомĕ. И.П.Алюкин иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Тутар тата Пушкăрт Республикисенче çар комиссариачĕсене ертсе пынă май кунта Хĕрлĕ Çар валли паха кадрсем çитĕнтерес ĕçре пысăк вăй хунă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче хăй çапăçнă вырăнсенче мирлĕ пурнăç йĕркелес ĕçе хутшăнма та тăрăшнă.
1939 çулта И.П.Алюкина Амур облаçĕн çар ĕç комиссарĕ пулса ĕçлеме куçараççĕ. Ку вăхăтра Япони самурайĕсем пирĕн патшалăхăн Хĕвелтухăçĕнчи чиккисене темиçе хутчен пăсса çапăçусем пуçлама хăтланнă. Çавăнпах вырăнти халăхăн, унта тăракан Хĕрлĕ Çарăн чаçĕсен яланах сыхă тăмалла пулнă. Ку енĕпе И.П.Алюкин ертсе пыракан вырăнти çар органĕсем пысăк ĕç туса ирттернĕ. Пирĕн ентеш Хĕрлĕ Çар валли кадрсем хатĕрлес ĕçре пухнă ăсталăх тата хатĕрленĕ кадрсем 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕршыва самай пысăк усă панă.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин малтанхи çулĕсенче пирĕн ентеш Уралти çар округĕн штабĕнче ĕçленĕ. Вăл вăрçа хутшăнакан çар чаçĕсене йĕркелесе фронта ăсатассипе пысăк вăй хунă. Вăрçă вĕçленес умĕн нимĕç фашисчĕсене каялла хăваласа каяссинче те унăн тÿпи пысăк. Вăл тепĕр хутчен Инçет Хĕвелтухăçĕнчен Хĕвеланăçне килсе çар командованийĕ лартнă яваплă ĕçсене пурнăçланă. Япони çарĕсене çапса аркатма хутшăннă. Хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă комиссара вăрçă хыççăн Львов облаçне куçарнă. 1948-1955 çулсенче Украинăри Львов облаçĕн çар ĕç комиссариатне ертсе пынă.
Совет патшалăхĕ И.П.Алюкинăн çар тата çĕршыв умĕнчи ĕçĕсене тивĕçлĕ хак панă. Ăна Ленин орденĕпе, икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав тата Хĕрлĕ Çăлтăр, пĕрремĕш степень Аттелĕхĕн Аслă вăрçин орденĕпе, медальсемпе наградăланă.
Иван Павлович Алюкин 73 çула кайса 1969 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Ăна çарти йăла-йĕркепе, салтаксен хисеплĕ хуралĕпе чысласа Львов хулинчи Лычаков масарне пытарнă.
И.П.Алюкинăн икĕ ывăлĕ çинчен те асăнмасăр иртеймĕн. Асли - Михаил çар инженерĕсен училищинчен вĕренсе тухнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă, стрелоксен 944-мĕш полкĕнче саперсен взвочĕн командирĕ пулнă. 1941 çулта Донецк хули çывăхĕнче хаяр çапăçусем вăхăтĕнче Михаил Алюкин лейтенант паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Иккĕмĕш ывăлĕ - Ленар - тинĕс-çар училищинче вĕреннĕ. Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Япони эшкерĕсене хирĕç çапăçма çар училищинченех тухса кайнă. Ленар Алюкин курсант Хĕрлĕ Ялавлă Амур флотилийĕн иккĕмĕш бригадинче шутланса тăракан «Дальневосточный комсомолец» ятлă монитор-карап çинче пысăк калибрлă пулемет командирĕ пулнă. Вăл Маньчжури çĕрĕ çинче юхса выртакан Сунгари ятлă юханшыв тăрăх вырнаçнă Фуюань, Лахосусу, Сансин, Узямуси хулисене Япони самурайĕсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Японипе пынă вăрçа Харбин хулинче вĕçленĕ. Вăрçă хыççăн вăл Ленинградри /халĕ - Санкт-Петербург/ Аслă тинĕс-çар училищинчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Балтика тата Хура тинĕссем çинче шыв айĕн çÿрекен кимĕсем çинче аслă офицер пулса службăра тăнă. Патшалăхăн тĕрлĕ наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Пĕрремĕш рангри капитан Ленар Иванович Алюкин йывăр чирленĕ хыççăн 89 çула кайса 2015 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Ăна Севастополь хулин масарĕнче çарти йăла-йĕркепе сумлăн чысласа пытарнă.
Сăмах май, Ленар Алюкинăн мăшăрĕн - Галина Михайловнан ашшĕ, Михаил Павлович Яковлев та танк бригадин хăюллă командирĕ пулнă. Вăл 1939 çулта Халхин-Гол патĕнчи çапăçура паттăрлăх кăтартса пуçне хунă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
Елчĕк çĕрĕ Элекçей Тимеш ялĕн çыннисемпе пĕрле Раççей çĕршывĕшĕн, унăн çутă пуласлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр кĕрешнĕ хамăрăн паттăр ентешсемпе - Алюкинсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать...
Владимир МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.
Сăнÿкерчĕксенче, Иван Павлович Алюкин; Ленар Иванович Алюкин.