Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк медикĕсем вăрçă хирĕнче

06 мая 2017 г.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ  33-мĕш номерте)

ГАВРУШОВ Петр Николаевич 1910 çулта çуралнă. 1941 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче Елчĕкри çар комиссариатĕнчен çар ретне тăнă. Вăрçăра санинструктор пулнă. 1945 çулхи майăн 23-мĕшĕнче демобилизациленĕ. Вăрçă хыççăн Аслă Елчĕкри фельдшер пунктĕнче медбрат пулса ĕçленĕ.

ГАЛКИН Леонид Васильевич Тÿскел ялĕнче 1915 çулхи августăн 15-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш рабфакĕнче /1937/, Мускаври 2-мĕш мединститутра /1941/, Свердловскри  мединститутра вĕреннĕ /1942/. 1942 çулта çар службине тăнă. Сталинград облаçĕнче 2541 эвакогоспитальте хирурги уйрăмĕн ординаторĕ, 5770 тата 5771 эвакогоспитальсенче /18.08.1942-28.08.1945/ медицина пайĕн начальникĕ пулнă. 1945 çулхи сентябрьте çартан таврăннă, Шупашкар хула поликлиникинче хирургра /1945-1946/, каярахпа Шурутри, Шăмăршăри больницăсенче ĕçленĕ. Тепĕр хут Совет Çарĕн ретне тăрса Сахалинта гарнизон госпиталĕнче хирургра тăрăшнă. 1951 çулта Шăмăршă район больницине таврăннă. 1952 çулта сывлăхне пула ĕçлеме пăрахнă.

ЕВТИХЕЕВА Антонина Евменьевна /15.10.1916-29.10.1941/ Исемпел ялĕнче çуралнă. Шупашкарти акушер шкулне пĕтернĕ. Вăрçăччен республикăри ÿт-пÿпе венери диспансерĕнче медсестрара ĕçленĕ. 1941 çулхи июньте хăй ирĕкĕпе вăрçа кайнă. Стрелоксен 290-мĕш дивизин тытăмĕнче медсестра пулнă. 1941 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче  Ясная Поляна çывăхĕнчи медсанбата бомбăсем пăрахнă чухне вилнĕ. А.Евтихеевăна тата ыттисене вилнĕ вырăнта /Кочаковри Панулми садне/ пытарнă. Каярахпа Тула облаçĕнчи Первомайски  поселокĕнчи тăванла масара куçарса пытарнă. Унта вăрçăра пуç хунисене асăнса палăк ларать.

КАЗНАЧЕЕВА Александра Яковлевна 1923 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре çуралнă. Канашри медицина шкулне пĕтернĕ. Районти больницăра ĕçленĕ. 1943 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çар службине тăнă. ПВОн 1866 артиллерипе зенит полкĕн сан-инструкторĕ пулнă. Аманнă.  Тăван çĕршыв вăрçин орденне /II степень/, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. 1945 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче демобилизациленĕ. Мирлĕ пурнăçра Аслă Елчĕкри фельдшер пунктĕнче медсестрара ĕçленĕ.

КНЯЗЕВ Федор Васильевич 1923 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри фельдшер  шкулне пĕтернĕ. 1941 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче çар службине тăнă. Санитари взвочĕн командирĕн пулăшаканĕ пулнă. Аманнă. Тăван çĕршыв вăрçин орденне /I степень/, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1945 çулхи февральте сусăрланнине пула демобилизациленĕ. Вăрçă хыççăн районти больницăра ĕçленĕ.

КУДРЯШОВА Зоя Семеновна 1923 çулхи майăн 4-мĕшĕнче Аслă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Шупашкарти фельдшерпа акушер шкулне пĕтернĕ.1944 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче Хĕçпăшаллă Вăйсен ретне тăнă. Виççĕмĕш  Беларуç фрончĕн куçса çÿрекен 143-мĕш çăкăр пекарнин çар фельдшерĕнче, Забайкальски фрончĕн 327 номерлĕ лазаретăн фельдшерĕнче /1945/ службăра тăнă. Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе /II степень/, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1945 çулта демобилизациленĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутайри фельдшер пункчĕн заведующинче ĕçленĕ.

КУРЧИН Илья Васильевич /20.07.1904-25.12.1984/ Курнавăшра çуралнă. Пермьри медицина институтне пĕтернĕ. Вăрçăччен Елчĕкри больницăра ĕçленĕ. 1943 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче çар службине тăнă. Вăрçа 1 Приморье дивизийĕн  Хĕрлĕ Ялавлă 6-мĕш Мускав полкĕн  çар врачĕ пулса хутшăннă. Çăмăл аманнă. Ăна 1953 çулта демобилизациленĕ. Шăхасан больницинче, каярахпа республикăри психиатри больницинче ĕçленĕ. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ» ята  тата «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ.

МАЛОВ Александр Сафронович 1925 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Патреккелте çуралнă. Канашри фельдшер шкулне пĕтернĕ. Совет Çарне Çĕмĕрлери çар комиссариатĕнчен 1943 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче тăнă. 20-мĕш артдивизин 1619-мĕш артполкĕн /1941-1943/ çар фельдшерĕ, санчаç командирĕ, 123-мĕш танк полкĕн фельдшерĕ /1943-1946/ пулнă. 1946 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче демобилизациленĕ. Иккĕмĕш хут çара 1949 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче кайнă. Медслужба майорĕ. Шупашкарти ĕç тăвакан комитетра кадрсен инспекторĕнче, Чăваш транспорт хуçалăхĕн пĕрлешĕвĕнче инженерта ĕçленĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр,  икĕ хутчен «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

МАЛЬЦЕВА /Кирюхина/ Анна Тихоновна Тÿскел ялĕнче 1918 çулта çуралнă. Ульяновскра медтехникум пĕтернĕ. Хĕрлĕ çар командирне качча тухнă. Пограничниксен Александровскинчи гарнизонĕнче пурăннă. Вăрçă  пуçлансан вăл Брестран инçе мар Томашевка ялĕнче пулнă. 1942 çулта ăна эвакогоспитальте операци сестрине йышăннă. Çав госпитальпе Украина, Польша тăрăх тухнă. Вăрçа Берлинта вĕçленĕ.1947 çулта демобилизациленĕ. Çурçĕрти, Ленинградри больницăсенче медсестрара ĕçленĕ. Тăван çĕршыв вăрçин орденне /II степень/, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальсене тивĕçнĕ.

МАТВЕЕВА Евгения Савельевна Аслă Елчĕк ялĕнче 1915 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. 1937 çулта Хусанти медицина институтне пĕтернĕ. Тутар АССРĕнчи больницăсенче ĕçленĕ. 1941 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнчен вара Совет Çарĕн ретĕнче хирургра тăрăшнă. Çурçĕр Хĕвеланăç фрончĕн эвакогоспиталĕнче /1941-1945/, Маньчжуринче /1945-1947/ хирурги пайĕн начальникĕнче службăра тăнă. Пуçран хытă аманнă, госпитальте выртнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. 1947 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен /1975/ Елчĕкри больницăра ĕçленĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ.

МИЛОВИДОВ Иван Иванович 1921 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче Патреккелĕнче çуралнă. Çĕрпÿри фельдшерсен шкулне пĕтернĕ. Шăмалакри фельдшер пунктĕнче фельдшерта ĕçленĕ. 1939 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче çар службине илнĕ. Малтанах çарпа санитари пайĕнче, медицина пунктĕнче çар фельдшерĕ пулнă. 1943 çулта тăшман ункине лексе тыткăна çакланнă. 1945 çулта тыткăнран хăтарнă. Вара Будапешт тата ытти хуласене ирĕке кăларма хутшăннă. Çартан таврăнсан Патреккелĕнчи фельдшер пунктĕнче ĕçленĕ. СССР санитари службин отличникĕ. Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе /II степень/, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

МОЛЧАНОВА-МОЖАЕВА Клавдия Николаевна 1922 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Патреккелте çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилище тата медсестрасен курсне пĕтернĕ. 1942 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче фронта кайнă. Вăрçăра Пĕрремĕш ударлă армин 222-мĕш куçса çÿрекен хирти госпиталĕнче медсестра пулнă, каярахпа Японие хирĕç пынă вăрçа хутшăннă. Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе /II степень/, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1945 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче демобилизациленĕ. 1945-1980 çулсенче КПСС Елчĕк райкомĕнче пропагандистра, унтан Вăрнар райĕçтăвкомĕнче ĕçленĕ.

ПЕТРОВ Александр Петрович 1926 çулта çуралнă. 1943 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Елчĕкри çар комиссариатĕнчен çар службине кайнă. Вăрçа рота санинструкторĕ пулса хутшăннă. 1950 çулхи майăн 9-мĕшĕнче медслужбăн сержанчĕ киле таврăннă. Елчĕкри тĕп больницăра медрегистраторта ĕçленĕ.

СЕРГЕЕВА Наталья Ивановна 1921 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Тÿскел ялĕнче çуралнă. Канашра трахома сестрисен кĕске сроклă курсĕнче вĕреннĕ. Районта ĕçленĕ. 1941 çулта вăрçа кайнă. Унта санинструктор, каярахпа 222-мĕш куçса çÿрекен хирти госпитальте медсестра пулнă. 1945 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче киле таврăннă. Железноводскри курорт поликлиникинче медсестрара тăрăшнă. Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе /II степень/, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

СМИРНОВА Нина Николаевна 1917 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Акчел ялĕнче çуралнă. 1941 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Елчĕк çар комиссариатĕнчен çар службине кайнă. Вăрçа эвакогоспитальте лаборантка пулса хутшăннă. 1945 çулхи июльте килне таврăннă. Вăрçă хыççăн Елчĕкри санэпидемстанцире лаборанткăра ĕçленĕ.

ТИМОФЕЕВА Анна Тимофеевна 1923 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Кармалта çуралнă. Канашра медсестрасен кĕске вăхăтлăх курсĕнче вĕреннĕ. Вăрçăччен Элпуç ялĕнчи трахома сестринче ĕçленĕ. 1942 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче çар службине тăнă. Вăрçăра 1203 артполкăн пулеметчици, наводчици пулнă. Йывăр аманнă. Сывалнă хыççăн санинструкторта, 186 артполкăн медпунктĕнче медсестрара службăра тăнă. Медицина службин кĕçĕн лейтенанчĕ 1945 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче яла таврăннă. Вăрçă хыççăн Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулĕнче вĕреннĕ. Тăрăмри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Чăваш АССР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăна илнĕ. «Хăюлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

ХАРИТОНОВ Варсонофий Митрофанович 1921 çулта Кушкăра çуралнă. 1941 çулта çар службине кайнă. Вăрçăра 1104 стрелоксен полкĕнче санинструктор пулса хутшăннă. Медицина службин сержанчĕ вăрçăра хастар çапăçнă. Санинструктор  атакăна та хутшăннă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ илме тăратнă хут çинче вăл йывăр аманнă 8 салтака çапăçу хирĕнчен илсе тухнине, 37 аманнă салтака медицина пулăшăвĕ панине çырнă.

ЯТМАНОВА Зоя Осиповна 1915 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Лаш Таяпара çуралнă. Çĕрпÿри медтехникум пĕтернĕ. Патăрьел район больницинче, Шупашкар хула больницинче медсестрара ĕçленĕ. 1941 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе фронта кайнă.  Вăрçă çулне стрелоксен 290-мĕш дивизин медсанбатĕнче пуçланă. Каярахпа чаçе Брянск облаçне куçарнă.  Медсанбат çине тăшман самолечĕсем бомбăсем пăрахнă вăхăтра йывăр аманса вилнĕ.

Энциклопедие, тен, вăрçăра  паттăрăн çапăçнă  районти медицина ĕçченĕсен  ячĕсем пурин те кĕмен. Ăна тăванĕсем кăна пĕлме пултараççĕ. Кĕнекене кĕнисен ячĕсем вилĕмсĕр. Вăрçă паттăрĕсене пирĕн асра тытмаллах.

В.КИРИЛЛОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика