03 мая 2017 г.
Выльăх-чĕрлĕхрен ытларах тупăш илес тесен вĕсене мĕн пĕчĕкрен йĕркеллĕ те сывă пăхса ÿстерме кирлĕ условисем туса памалла. Выльăх апатĕнче тутлăхлă апатсем - белоксемпе углеводсем анчах мар, тĕрлĕ витаминсемпе минераллă тăварсем те çителĕклĕ пулмалла. Таса мар, нÿрĕ те сивĕ, пăчă та тĕттĕм витесенчи выльăхсем час-часах чирлеççĕ.
Ĕне выльăха симĕс курăк çине кăлармалли тапхăр çывхарса килнĕ май вĕсене тĕрлĕ прививка, уртаракан чиртен асăрханса профилактика тумалла, урисен чĕрнисене, мăйракисене кĕскетсе касмалла. Кĕтÿ кĕтме уйăрнă лаптăксенчи ăпăр-тапăра, выльăха амантма пултаракан япаласене пуçтармалла. Вĕсене чăнкă çырмаллă, лачакаллă вырăнсенче те çÿретмелле мар. Çывăхра шăвармалли вырăн пулмалла.
Хальхи вăхăтра люцерна кайăвĕ çителĕклех. Ăна ытларах çисен, уйрăмах выçăлла çисен тата ун хыççăн шыв ĕçсен выльăхăн мăн хырăмлăхĕнче сывлăш нумай пухăнать. Ешĕл клевер çисен, пушшех, мăн хырăмлăх хăвăрт кÿпĕнсе каять. Ĕне кÿпĕнесси хăш-пĕр наркăмăшлă ÿсен-тăрансене - наркăмăшлă упа кĕпçине /цикута, вех ядовитый/, чĕпкуç курăкĕсене /лютики/ çисен те пулма пултарать. Çапла ан пултăр тесен профилактика тĕлĕшĕпе ирхине выльăхсене типĕ утă-улăм çитермелле. Анчах вĕсене выççăварла ниепле те çĕрулми, выльăх кăшманĕ е унăн çулçисене, пăсăлнă, шăннă е кăвакарнă апат памалла мар. Хăш-пĕр ĕнесем тивĕçлĕ рационпа тăрантарманнине пула апат ирĕлтерекен тытăм пăсăлнипе те вăхăтран вăхăта кÿпĕнме пултараççĕ. Кирлĕ мар япаласем /çăм, çÿç, полиэтилен пакетсем, тюк кантри, çĕтĕк-çурăк, пăта, пăралук татăкĕ/ çăтса янипе те выльăх-чĕрлĕх кÿпĕнме пултарать.
Апата тăрук улăштарнипе те мăн хырăмлăхра сывлăш пухăнма пултарать. Çавăнпа выльăхсене çуллахи апат çине майĕпен куçармалла - 5-7 кун хăнăхтармалла. Вĕсене люцерна ани çинче çÿретес тесен çак йĕркесене пăхăнмалла: малтанхи кун хушăран 10-15-шер минут, ытти кунсенче 20-25-шер минут кĕртсе çитерме юрать, апата кавленĕ хыççăн тин шыв ĕçтермелле тата ыт.те
Енчен те ĕне кÿпĕннине асăрхасан кĕтĕве çаран çинчен хăваласа тухса тапăра хупмалла. Кÿпĕннĕ ĕнене уйăрса илмелле, çурăмĕпе хырăмĕ тăрăх сивĕ шыв юхтармалла, сулахай енчи хырăмне кашни 10-15 минутран 15-20 минут таран чăмăрпа массаж тумалла, тимпанол ятлă эмел, тин сунă сĕт /2 литр/ ĕçтермелле. Ку чухнехи эмелсенчен кÿпĕннине ирттерме тимпанол /50-100 мл./, сĕт кислоти /10-20 мл./, чĕмер курăкĕн шывĕ /0,5 литр шыв çине 15 мл.чемерица/, çунтарнă магнези тата ытти те пур. Зонд пулăшăвĕпе те мăн хырăмлăхран сывлăша кăларма юрать, пĕр вăхăтрах мăн хырăмлăха массаж тумалла, çурăм çине сивĕ шыв сапмалла, ĕнене уттармалла.
Асăннă препаратсемпе усă курса та ĕнене пулăшу пама май килеймерĕ пулсан мăн хырăмлăха ятарлă хатĕрпе - трокарпа шăтармалла. Алă айĕнче çак хатĕр пулмасан çĕçĕпе, шĕвĕр хачăпа, 100-150 миллиметрлă пăтапа та шăтарма юрать. Епле пулсан та выльăха вилес патне çитермелле мар.
С.ИШМУРАТОВ,
районти ветеринари станцийĕн тĕп специалисчĕ.