03 мая 2017 г.
Çĕнĕ ФАП çĕкленет
Хĕрлĕçыр ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне тума пуçăннă.
Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕ социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта çĕклес енĕпе тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ: çĕр лаптăкне уйăрнă, строительство пуçлама ирĕк панă, инженери сечĕсемпе çыхăнма техника условийĕсене илнĕ, проект докуменчĕсене хатĕрленĕ.
Флешмоб иртнĕ
Елчĕкре «Республика символĕсем - халăх символĕсем» флешмоб иртнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа çамрăксен яваплăхне ÿстерес, патриотла туйăмне аталантарас, республикăн патшалăх символĕсене хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе район центрĕнче флешмоб иртнĕ. Вăл районти пултарулăх коллективĕсен - Елчĕкри «Кумсем», Çирĕклĕ Шăхальти «Тарават», Патреккелти «Хамăр ял», Лаш Таяпари «Тайпи», Аслă Пăла Тимешри «Пăла» ансамбльсен концерчĕпе пуçланнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи А.Александрова пухăннисене Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнĕ ятпа саламланă.
Унтан, культура ĕçченĕсен хорĕ Чăваш Республикин патшалăх гимнне юрланă май, флешмоба хутшăнакансем Чăваш Республикин патшалăх гербĕн пĕр пайне - «Пурнăç йывăçне» сăнланă.
Тавралăх илемленет
Çурхи субботник вăхăтĕнче районти ялсенче тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăçсемпе тĕмсем лартас енĕпе чылай ĕç тунă.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем тăрăшнипе, акă, сад çумĕнче 3 пин ытла хыр вырăн тупнă. Çавăн пекех Мучар, Кÿлпуç, Хăвăлçырма ялĕсенчи çырмасене те 400 ытла йывăçпа тĕм лартнă.
Районти ытти ял тăрăхĕсенче те экологи субботникĕсем иртнĕ. Ялсенче палăксен умĕсене, урамсене тасатнă, чечексем акнă-лартнă.
Юрăçсене - ăнăçу
Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче пĕтĕм Раççей шайĕнчи хор фестивалĕн регионти пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ аслă ăрури çынсене пуçтарнă.
Иван Шурбин ертсе пыракан Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен «Туслăх» коллективĕ фестивальте пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Тăватă сасăпа юрлакан коллектив кăçалхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнче иртекен фестивалĕн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕ. Ăнăçу сунатпăр юрăçсене.
Атте-анне пехилĕ
Кушкă шкулĕнче вĕренекенсем Владимир Галошевăн «Атте-анне пехилĕ» кинофильмĕпе паллашнă.
Илемлĕ картина ачасене халăхăн ырă йăли-йĕркине тытса пыма, ашшĕ-амăшне тата та хисеплеме хистет. Çав вăхăтрах çывăх çыннăмăрсен пехил-халалĕн пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма та пулăшать вăл.
Çавра сĕтел йĕркеленĕ
Тăван чĕлхе кунне тата Чăваш Республикин тĕп символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа «Тăван çĕрĕм - пахарах, анне чĕлхи хаклăрах» ятпа çавра сĕтел иртнĕ.
Елчĕкри тĕп библиотека йĕркеленĕ çак мероприяти Аслă Таяпари вулавăшра иртнĕ. Ялти вулавăш заведующийĕ Елена Сапожникова «Чăваш кĕнеки - ăрусен çыхăнăвĕ» анлă кĕнеке куравĕпе паллаштарнă.
Çавра сĕтеле хутшăннă хăнасене клуб ĕçченĕсем, ялти шкул ачисем тата юрра-ташша ăста ял-йыш саламланă, тăван чĕлхене халалланă çепĕç те илемлĕ юрă-кĕвĕпе, чуна пырса тивмелле сăвăсем вуласа савăнтарнă.