Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк медикĕсем вăрçă хирĕнче

03 мая 2017 г.

Ман алăра 2005 çулта кăларнă Г.А.Алексеевăн «Медики Чувашии в годы войны» энциклопеди. Питĕ кăсăкланса паллашрăм унпа. Сăлтавĕ те пулчĕ: Акчел ялĕнчи кÿршĕри вăрçă ветеранĕ Нина Смирнова  пурăннă пулсан кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнче 100 çул тултаратчĕ. Ăна лайăх палланăран чи малтан кĕнекере унăн хушаматне шырарăм. Вăрçăччен вăл районта  трахома сестринче ĕçленĕ. Палланă çыннăн ятне тупсан хамăр районти медиксемпе те интереслентĕм.

Елчĕк районĕн шурă халатлă ĕçченĕсем те вăрçăра хастарлăх кăтартнă. 22 медицина ĕçченĕн ячĕ маларах асăннă энциклопедире çырăнса юлнă. Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче вĕсене ятран аса илни вырăнлă пулĕ.                   


Кĕске справка

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Чăваш Ен Совет Çарĕн çарпа санитари службине хăйĕн 1 пин ытла чи лайăх медикне ăсатнă. Вĕсенчен çурри ытла хĕрарăмсем пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине республикăри 291 врач, 236 фельдшер, 286 медицина сестри, 164 инструктор санитар, 34 фармацевтпа провизор, 35 санитар-носильщик хутшăннă.


АЛБУТОВ Иван Семенович /27.4.1919-27.8.1979/ Чăваш Тăрăм ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулĕнче вĕреннĕ. Районти больницăра фельдшерта ĕçленĕ. Çар службине 1939 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче тăнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине çар фельдшерĕ, Украина фрончĕн 43-мĕш чукун çул бригадин 98-мĕш батальонĕн санитари взвочĕн командирĕ пулса хутшăннă. Йывăр аманнă. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. 1946 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче демобилизациленĕ. Мирлĕ вăхăтра Чăваш Тăрăмĕнчи фельдшер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшнă.

АНИКИНА Валентина Сергеевна 1922 çулта çуралнă. Елчĕкри çар комиссариатĕнчен 1942 çулхи май уйăхĕнче çар службине кайнă. Медсестра. 1945 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче яла таврăннă. Вăрçă хыççăн фельдшер пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.

АШМАРИН Петр Варфоломеевич 1923 çулта Кипеç ялĕнче çуралнă. 1941 çулта Çĕрпÿри фельдшер шкулне пĕтернĕ, тÿрех çар службине илсе кайнă. Вăрçăра çар фельдшерĕ пулнă. Медицина службин кĕçĕн лейтенанчĕ 1942 çулта хыпарсăр çухалнă.

БЛИНОВА Феодосия Федоровна 1914 çулта Патреккелте çуралнă. 1940 çулта Ленинградри медицина институчĕн сывату тата Хусанти медицина институчĕн санитарипе гигиена факультечĕсенче вĕреннĕ. Ăна1942 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче  Мускав çар округĕн резервне илнĕ, ятарлă курсра вĕреннĕ. Çарти санитари чаçĕн амбулатори врачĕнче, 357 стр. дивизин лазарет начальникĕнче службăра тăнă. Вăрçă хыççăн 544-мĕш çар госпиталĕн ординаторĕнче /Молдави/, 1118-мĕш çар госпиталĕн терапи уйрăмĕн заведующийĕнче /Пхеньян, Çурçĕр Корея/ ĕçленĕ. 1949 çулта çартан таврăннă. Шăмалакри участокри, районти больницăра терапевтра тăрăшнă. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

ВАСИЛЬЕВ Степан Васильевич Хăвăлçырма ялĕнче 1917 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулне пĕтернĕ. Çар службине 1938 çулта кайнă. 1945 çул вĕçленичченех стрелоксен чаçĕнче санинструктор, çар фельдшерĕ пулнă.  Хĕрлĕ Çăлтăр, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Çартан таврăнсан /1948/ Канаш станцийĕнче фельдшерта ĕçленĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

/Малалли пулать/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика