Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн асаттесен уявĕнче

03 мая 2017 г.

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрнине пĕтĕмлетсе, мăн асаттесен ырă йăли-йĕркине манăçа кăларас мар тесе, Акатуй-Сабантуй ирттертĕмĕр.

Уявра чăваш, тутар юррисем кĕрлесе тăчĕç. Акатуйпа Сабантуйăн тĕп тĕллевĕ шкулти чи ăслине, чи паттăррине, чи вичкĕннине, чи тавçăруллине  шыраса тупасси пулчĕ. Çакăн пек паттăрсем тĕрлĕ енлĕ ăмăртусенче палăрчĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи хастар вĕренекенсене шкул директорĕ Родион Портнов Хисеп хучĕсемпе саламларĕ. Шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем те вĕренÿре тата спортра, общество пурнăçĕнче  малта пыракансене парнесем парса чысларĕç. Вĕсемех уява хаваслă ирттерме пулăшрĕç. «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн ĕçченĕ Людмила Павлова та чи пултаруллисене диплом парса хавхалантарчĕ.

Уява кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Туçа шкулĕнче вĕренекен пĕрремĕшсем,  вĕсен учителĕ Людмила Маркова тата ашшĕ-амăшĕ  килнĕ. Хăнасем уява юрă-ташăпа илем кÿчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле карталанса вăййа тухрĕç.

Анна ПОРТНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика