03 мая 2017 г.
Чăваш Наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурса пĕтĕмлетнĕ.
«Хальхи проза» номинацире Арсений Тарасовăн «Вĕлтĕртетсе вĕçет сарă çулçă» /чăвашла/, Андрей Растворцевăн «Тринадцатое полнолуние» /вырăсла/ кĕнекисем çĕнтернĕ.
Ачасем валли чăвашла çырса икĕ издани мала тухнă. «Кĕлпук мучи юптарать» /унта Ефим Никитин драматургăн халăх юмахĕсем кĕнĕ/ тата Светлана Асаматăн «Урам вăранчĕ» кĕнекисем. Калас пулать, Светлана Васильевна сăвăсене вырăсла та куçарнă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Вячеслав Рафиновăн проекчĕпе хатĕрленĕ «Мамины, бабушкины и мои сказки» кĕнеки те чи нумай вуланакан кĕнеке йышне кĕнĕ.
Куçарнă кĕнекесенчен Борис Чиндыковăн «Дети леса» мала тухнă.
Çак кĕнекесем пурте Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Апла пулсан пирĕн кĕнекесене вулакан асăрхать, алла тытса вулать.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин ертсе пыракан редакторĕ.