03 мая 2017 г.
Тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн пуçтарăннă типĕ курăка, çăтăр-çатăра çунтарма юрать-ши; Юрать пулсан мĕнле йĕркесене пăхăнмалла?
В.ГОРШКОВА.
- Сирĕн ыйту çине Елчĕк районĕнчи пушар асăрхавĕн патшалăхăн тĕп инспекторĕ Александр Сайкин хуравлать:
- Çурхи тапхăрта типĕ курăка е çÿп-çапа çунтарнă вăхăтра пушар тухнă тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Çакăн евĕр тĕслĕхсем çак кунсенче Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче пулнă - тивертсе янă типĕ курăк пушă ларакан ферма территорине тата масара сиен кÿрес хăрушлăх сиксе тухнă.
Типĕ курăка е çăтăр-çатăра çунтарас пулсан вĕсене чи малтанах кĕреплепе тураса илсе пĕр купана пуçтармалла. Пĕр метр сарлакăш, 30 сантиметр тарăнăш чавнă шăтăкра е ятарлă контейнерта çунтармалла. Çунтарас вырăн çурт-йĕртен е ытти сооруженинчен - 50 метр, чăрăшпа хыр йывăçĕсенчен - 100 метр, ытти йывăçсенчен 30 метр аякра вырнаçмаллине те асра тытар. Çунтармалли вырăна 2 кĕреçе сарлакăш чавса 10 метртан ункăламалла. Çав вăхăтрах çумра пушар çÿнтермелли хатĕрсем /огнетушитель е шыв тултарнă пичке/, телефон пулмалла.