29 апреля 2017 г.
Чăваш Ен патшалăх символĕсен кунне кăçалхипе 25-мĕш хут паллă тăватпăр. Нумай нациллĕ Чăваш Енĕн атрибучĕсем - чăваш халăхĕн истори тата культура тытăмĕнчи иксĕлми пуянлăхĕ. Республикăра тымар янă вун-вун халăхăн çирĕп туслăхне палăртакан символсем вĕсем.
Мĕншĕн-ха ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче уявлатпăр? Шăп çак кун 1992 çулта Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Чăваш патшалăх символĕсем - Гимн, Герб, Ялав - пирки йышăнусем кăларнă. Кăшт маларах вара ятарлă комисси çĕр ытла проектран чи вырăнлă та килĕшÿллĕ Ялавпа Герба - чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев сĕннисене суйласа илнĕ.
Паллă кун юбилейне хатĕрленсе «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕпе тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕ «Патшалăх символĕсем - халăх символĕсем» ятпа викторина йĕркелерĕ. Вулакансенчен илнĕ хуравсене çак кунсенче пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртăпăр.
Л.ЗАЙЦЕВА.
ГЕРБ
Чăваш Республикин патшалăх Гербне геральдика щичĕ сăнлать, ун çинче чăваш çĕрĕ çинче ÿсекен «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Çак йывăç - чăваш халăхĕ хыçа хăварнă вăрăм истори çулĕн палли. Йывăçăн тата аялти çурма ункăн тĕттĕм хĕрлĕ тĕсĕ халăх ĕмĕртенпех ирĕкелле ăнтăлнине палăртать, çакă ăна хăйĕн йăли-йĕркине, хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварма май парать. Çутă сарă тĕс - хĕвел тĕсĕ. Халăхăмăрăн юратнă тĕсĕ.
Геральдика щичĕ çинче 8 кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр вырнаçтарнă. Çăлтăр - чăвашăн чи анлă сарăлнă эрешĕсенчен пĕри, вăл илемпе аталану шайне кăтартать. Çурма ункă вĕçĕсене ÿкернĕ хăмла чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ пуянлăхĕ - «симĕс ылтăн». Историрен çакă паллă. Киев кнеçĕ Владимир Атăлçи Пăлхарпа 985 çулта тунă пĕрремĕш килĕшÿрех çапла каланă: хăçан та хăçан чул шывра путмĕ, хăмла путма пуçлĕ - çавăн чухне пирĕн хушăра килĕшÿ пулмĕ /«Повесть временных лет»/.
ЯЛАВ
Чăваш Республикин патшалăх Ялавĕнче патшалăх гербĕн тĕп эмблемине - пурнăç йывăççине ÿкернĕ. Вăл чăваш халăхĕ хыçа хăварнă вăрăм истори çулĕн палли. Тĕттĕм хĕрлĕ тĕс халăх ĕмĕртенпех ирĕкелле туртăннине палăртать. Çакă ăна хăйĕн йăлисене, хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварма май парать.
ГИМН
Чăваш Республикин гимнне И.Тукташ сăмахĕсем тăрăх Г.Лебедев композитор кĕвве хывнă. Чăваш Енĕн патшалăх гимнĕн чăвашла тексчĕ сăнарсен виçĕ ушкăнне тĕпе хурать: çутçанталăк вăранса чĕрĕлни; тăвансем, атте, анне, ачисем - çемье ушкăнĕ; мĕнпур тăван «чăваш тĕнчинче» - Чăваш Республикинче - пĕрлешни, çураçни.
Тăван çĕршыв
Çурхи тĕнче вăраннă чух,
Хаваслă кун шăраннă чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
Çĕршывăм çинчен юрлас килет.
Хушса юрламалли:
Тăван çĕршыв, Тăван çĕршыв,
Асран кайми юратнă çĕршыв.
Тăван çĕршыв, Тăван çĕршыв,
Мухтав сана, çуралнă çĕршыв!
Яшсем-хĕрсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Хушса юрламалли:
Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Хушса юрламалли.