Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн тĕнпе пурăнакан хĕрарăмсен уявĕ

29 апреля 2017 г.

Мăнкун хыççăн виççĕмĕш эрнере таса чиркÿ  ырă шăршăллă çу илсе пыракан хĕрарăмсене асăнать, вĕсен ырă пурнăçне кура вĕсене мухтать.

Çав хĕрарăмсем камсем пулнине аса илер. Магдалари Мария, Клеопан Марийĕ, Саламия, Иоанна, Марфăпа Мария, Сусанна Христос вĕрентнине юратса, вăл виличченех Христос хыççăн çÿресе вăл вĕрентнине итлесе пурăннă. Христос хĕрес çинче асапланса юлашки сывлăшне кăларса янă чухне те вĕсем унран уйрăлман. Пытарнă чухне те хуйхăрса, йĕрсе пăхса тăнă. Вĕсем хăйсем чухăн пулсан та юлашки укçине хĕрхенмесĕр миро çăвĕ илнĕ. Тĕттĕмрен те, Христос тупăкĕ патне хурала тăратнă салтаксенчен те хăрамасăр хĕрарăмсем ирхине ирех, тул çутăличченех тупăк патне васкаса кайнă.

Христосшăн çав тĕрлĕ тăрăшнăшăн, ăна чунтан-вартан юратнăшăн Христос  хăй чĕрĕлсе тăрсан та чи малтан çав хĕрарăмсене курăннă.

Христоса Çÿле çĕклесен çак таса хĕрарăмсем  тĕрлĕ çĕрте унăн тĕнне сарса çÿренĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илсе ытти хĕрарăмсем те Христос вĕрентĕвне юратса унăн заповечĕсем тăрăх пурăнма пуçланă. Çапла вара миро çăвĕ илсе пыракан хĕрарăмсене асăнакан кун чăн тĕнпе пурăнакан хĕрарăмсен кунĕ, вĕсен уявĕ пулса тăнă. Кăçал вăл апрелĕн 30-мĕшĕнче пулать.

Хальхи вăхăтра та Христос сăмахĕсене хĕрарăмăн сисĕмлĕ чунĕ маларах  ăша хывать. Чиркÿсенче юрлакансем, просфора пĕçерекенсем, тасатса, тирпейлесе тăракансем, чиркĕве çÿрекенсем ытларах хĕрарăмсем. Лаш Таяпа чиркĕвĕнче ĕçлекен, унта кĕлĕ тăвакан хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа сывлăх сунатăп. Мăнкун савăнăçĕ яланах сирĕн чĕрĕрсенче пултăр.

СИЛУАН атте /КОЗЛОВ/ иеромонах,
Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика