29 апреля 2017 г.
Районти нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене малашне пурнăçлама республикăри фонда укçа-тенкĕ хывас ĕç мĕнле пурнăçланать;
Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене тума укçа-тенкĕ хывассине федерацин саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Республикăри фонд федерацин саккунне пăхăнман парăмçăсене суд тенкелĕ çине лартма пултарать, парăмсене шыраса илеççĕ. Апла пулин те нумай çынна çакă та шухăшлаттармасть, тейĕн.
Кăçалхи ака уйăхĕ тĕлне Елчĕк районĕнче те лару-тăру çăмăлах мар. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çынсен 70 проценчĕ анчах хальхи вăхăтра капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама республикăри фонда укçа-тенкĕ куçарать. Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, чăнах та, нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртсенче пурăнакансем хăйсен тивĕçне, яваплăхне ăнланаççĕ. Тĕслĕх вырăнĕнчи Юбилей, 4-мĕш, 5-мĕш, Çурçĕр, 1-мĕш, Кооператив урамĕсенчи 77-мĕш çуртсенчи хваттерсен хуçисен 96-90 проценчĕ тÿлевсемпе вăхăтра татăлса пырать. Ыттисем пирки çапла калаймăн. Андреев урамĕнчи 5-мĕш çуртра иртнĕ çулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă пулин те кунта пурăнакансен 34,2 проценчĕ анчах фонда укçа куçарать. Ыттисем мĕн шутлаççĕ, мĕне кĕтеççĕ; Мир, 18-мĕш, 23-мĕш, Новая, 21-мĕш, Комсомол, 4-мĕш, Совет урамĕсенчи 17-мĕш çуртсенче пурăнакансен ăнланулăхĕ тата пĕчĕк. Хальхи вăхăтра вĕсенчен 11,6 - 38,4 проценчĕ анчах парăмсемпе вăхăтра татăлса пырать.
Капиталлă юсавшăн укçа-тенкĕ тÿлемен çынсен тĕлĕшĕпе республикăри фонд çырнă тавăçсене судра пăхса тухнă хыççăн районти парăмçăсен тĕлĕшĕпе 133 пин тенкĕ ытла пени укçи шыраса илме йышăннă. Нумай çын çакна та вырăна хуманни тĕлĕнтерет. Хальлĕхе вара пени шутĕнчи 46 пин тенке анчах тÿленĕ. Парăмçăсене, пурпĕрех, каçару пулмастех.
С.АНАТОЛЬЕВА.