26 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕк район администрацийĕн пухусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн ертÿçи Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 10 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа - «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2016 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен» Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова каласа кăтартрĕ. 2016 çулта Елчĕк район бюджечĕн тупăш пайĕ 331 миллион тенкĕпе, çакă палăртнă планăн 100,9 проценчĕпе танлашнă. Бюджетăн тăкак пайĕ 321 миллион тенкĕ /бюджет профицичĕ 10 миллион тенкĕ/ пулнă. Хамăр патăмăрта пухнă тупăш 2015 çулхипе танлаштарсан 9 миллион тенке яхăн пысăкрах пулнă, 112 процентпа танлашнă.
Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем Елчĕк районĕн депутачĕсен«Елчĕк районĕн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018 тата 2019 çулсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç.
Малалла вĕсем Елчĕк районĕн налуксене йĕркелес ыйтусем çинчен калакан Положение, 2017 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилеме палăртнă прогнозлă плана улшăнусем кĕртрĕç, кун йĕркинчи ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те тишкерчĕç.
Е.ГЕННАДЬЕВА.