26 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Финанс министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.
Унта Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев, РФ Шутлав палатин председателĕ Татьяна Голикова, Раççей Банкĕн председателĕ Эльвира Набиуллина, «Стратеги тĕллевĕсен центрĕ» фонд канашĕн председателĕ Алексей Кудрин, Патшалăх Думин представителĕсем, çĕршывăн финанс ведомствин ертÿçисем хутшăннă.
Чăваш Республикинчен ларăва вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина хутшăннă. Ларăвăн савăнăçлă пайĕнче Светлана Енилинăна професси ăсталăхĕшĕн, патшалăх политикине палăртас тата пурнăçлас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Раççей финанс министрĕн Тавне панă.