26 апреля 2017 г.
1921 çулхи хăрушă выçлăх вăхăтĕнче 14 çулта пулнă Василий. Çав вăхăтра Аслă Таяпа ялĕнче Темяшкин хуçа патĕнче тарçăра пурăнни анчах выçă вилесрен хăтарса хăварнă ачана.
Василий Григорьевич Григорьев 1907 çулта Хăвăлçырма ялĕнче чухăн хресчен çемйинче кун çути курнă. Ялти шкулта 4 çул вĕреннĕ вăл, унтан хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Вунсакăр çул тултарсан йĕкĕт Донецк облаçĕнчи Чистяков районĕнчи 8-мĕш номерлĕ шахтăна ĕçлеме тухса кайнă. Темле йывăрлăхпа та тĕл пулма тивнĕ çамрăкăн тăван çĕртен аякри вырăнта. Кунта ĕçлени унăн чун тата кăмăл çирĕплĕхне туптама пулăшнă.
1930 çулта яла таврăнать анлă тавракурăмлă, çивĕч ăслă каччă. Малтан 2 çул ял совет секретарĕнче тăрăшать тавçăруллăскер. Çирĕм пилĕк çула çитсен йĕкĕт авланма тĕв тытать - ялти Куçма Васильев хĕрĕпе Евдокийăпа çемье çавăрать. Тин йĕркеленнĕ «Новая волна» хуçалăхра уй-хир бригадин бригадирĕнче вăй хурать çемье пуçĕ, унтан Патăрьелĕнче шоферсен курсĕнче вĕренсе 1936-1939 çулсенче тăван колхозра шоферта ĕçлет. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта илсе кайнă В.Григорьева. Кунта та руле алăран ямасть вăл. Тĕрлĕ çĕре илсе çитерет ентешĕмĕре вăрçă çулĕ. 1943 çулта Василий йывăр аманса Дагестан Республикинчи Махачкалари çар госпиталĕнче сипленет. 1944 çулхи ака уйăхĕнче, госпитальтен сипленсе тухсан, тÿрех иккĕмĕш Украина фронтне 374 стрелковăй дивизине яраççĕ салтака. Вăрçă пĕтичченех çак фронтра çапăçать В.Григорьев.
Вăрçă чарăнсан яла таврăнать вăл, тÿрех мирлĕ ĕçе пикенет. 1945-1947 çулсенче колхозра полевод пулса, 1947-1950 çулсенче ял совет председателĕнче, 1950-1952 çулсенче Калинин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕнче тăрăшать. Шаннă ĕçе кирек хăçан та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрса тăнăскере икĕ хутчен ял совет депутатне суйланă ял халăхĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи паттăрлăхшăн тата тава тивĕçлĕ ĕçшĕн сахал мар наградăна тивĕçнĕ вăрçă ветеранĕ: Хĕрлĕ Çăлтăр /1942 ç./, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене /I степень/, «Хастарлăхшăн» /1944 ç./, «Будапешта илнĕшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Вена хулине илнĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тата ытти те.
1967 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă ватă. 1995 çулта вăрçă ветеранĕн чĕри тапма чарăннă.
Василипе Евдокия 7 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Виçĕ ачи пурнăçран ир уйрăлса кайнă вĕсен. Халĕ Григорьевсен тĕп килĕнче Виталий ывăлĕ пурăнать. Вăл «Искра», «Звезда», «Знамя» тата «Мир» хуçалăхсенче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех трактористра вăй хунă. Ĕçе тĕплĕн пĕлнипе, техникăна юратнипе тата ăна типтерлĕ упраса ĕмĕрне тăсма пултарнипе палăрса тăнă ашшĕне хывнă Виталий. Çавна май колхоз правленийĕ ăна тав хучĕсем тата премисем парса пĕрре анчах мар чысланă. Виталий Васильевичăн мăшăрĕ те Мария Николаевна /вăл Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ/ ĕçченлĕхпе тата типтерлĕхпе палăрса тăрать, ялти чи хисеплĕ те сумлă çынсенчен пĕри. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра счетовод-кассирта тăрăшнă. Мăшăр ывăлпа хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
И.ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.