Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă инкек

26 апреля 2017 г.

Чернобыльти атом электростанцийĕ сирпĕннĕренпе 31 çул çитрĕ. Американецсем Японири Хиросима тата Нагасаки хулисем çине пăрахнă атом бомбисенчен темиçе хут хăватлăрах аварие пĕтерме Кушкă ялĕнчен 20 çултан иртнĕ икĕ çамрăк хутшăннă.

Н.В.Зайцев ялти шкулта 10 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта професси илнĕ, икĕ çул салтакра службăра тăнă. Тăван тăрăха таврăнсан юратнă ĕçĕпе тăрăшма пуçланă. Авланса çемье çавăрсан Шупашкар хулинче пурăннă. Çĕршывра пысăк инкек сиксе тухсан чи малтисемпе пĕрле Чернобыле тухса кайнă. Шел пулин те, халĕ Николай Васильевич пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Радиацин пысăк дозипе сиенленнĕскер, 2002 çулта çутă тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çемйи тăлăха тăрса юлчĕ. Мăшăрĕ ыйтнипе ăна Шупашкартах тирпейлесе пытарнă.

Г.П.Волков та шкул пĕтернĕ хыççăн Чулхула облаçне тухса каять. 18 çул тултарсан Польшăра икĕ çул çар службинче тăрать. Ун хыççăн заводра ĕçлеме пуçлать. Украинăра инкек пулни çинчен пĕлтерсенех хăй ирĕкĕпе пулăшма кайма заявлени çырать. Чернобыльти сиенленнĕ атом станцийĕнче икĕ уйăх ытларах вилĕмпе куçа-куçăн тăрать каччă.

«Реактор пулнă вырăна бетонпа хупланă çĕрте пире 15-20 минутран ытла тытмастчĕç, сменăна вĕçленĕ хыççăн икĕ талăк кантаратчĕç», - аса илет халĕ Геннадий Петрович.

Çĕршыв унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. Ăна хастар ĕçленĕшĕн Хисеп грамотисемпе, МЧСăн медалĕпе чысланă. Чи сумли вара - 2010 çулта çĕршыв Президенчĕ панă «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден.

Хальхи вăхăтра Г.Волков çуралнă вырăнта, Кушкăра пурăнать.

Ю.ГОРДЕЕВ.
Кушкă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика