26 апреля 2017 г.
Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ çумĕнчи халăх пултарулăхĕн центрĕнче республика шайĕнчи «Клубсен çĕнĕлĕхĕсен лидерĕ» конкурсĕ иртнĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - хамăр республикăри клубсен, унти специалистсен ĕç-хĕлне çĕнĕлĕхсем кĕртесси, проектсемпе ĕçлессине тĕп вырăна хурасси. Конкурса районти централизациленĕ клуб тытăмне кĕрекен Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ Светлана Голубева хутшăнчĕ. Вăл унта «Мăн асаттесен çул-йĕрĕпе» проект тăратрĕ. Районта велотуризма аталантарас енĕпе тунă пĕрремĕш утăмсемпе тата умри плансемпе паллаштарчĕ. Велосипедпа çула тухмалли проектăн тĕп тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси, çамрăк ăрăва хамăр тăрăхри çутçанталăк тата истори палăкĕсемпе паллаштарса вĕсене сыхласа хăварасси, паллă вырăнсене çитсе «чĕрĕ уроксем» ирттересси. Калас пулать, районти музейçĕсен проекчĕ I степень лауреат дипломне тивĕçнĕ.
Нумайăшĕ пирĕн тăрăхра туризм сăмах çирĕпленсех кайман теме пăхать. Халĕччен тимлĕх сахал уйăрнă ĕç-пуçа йĕркелесе кĕртсе пыма çăмăл маррине пурте лайăх ăнланатпăр. Çапах та пирĕн патăмăрта та çутçанталăк палăкĕсем, темиçе ĕмĕр каялла туса лартнă çуртсем, районтан тухнă паллă çынсем сахал мар. Вĕсене пурне те районти пурăнакан çамрăксем кăна мар, ваттисем те пурте пĕлсех каймаççĕ. Çавăнпа велотуризма аталантарса паллă вырăнсене хăй куçĕпе кайса курнинчен лайăххи мĕн пултăр! Района килнĕ туристсене те интереслĕ пулĕ вăл. Унта велосипедпа лайăх ярăнма пĕлекен, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп сывлăхлă çын хутшăнма пултарать.
Районти çулçÿревсене темиçе тапхăра пайласа ирттереççĕ. Пĕрремĕшĕ иртнĕ çулхи çу уйăхĕнче пулчĕ. Ун чухне велотуристсем 51 çухрăма хыçа хăварчĕç. Йышлă ушкăн Елчĕкри Совет Союзĕн Паттăрĕсем ячĕпе хисепленекен Н.Иванов, А.Беляев, С.Андреев урамĕсене, Марков купса лавккине, А.Буйновский çуртне, Елчĕкри культура еткерлĕхĕн палăкĕ «селище» пулнă вырăна, Тĕпсĕр кÿлĕне, Аслă Елчĕкри авалхи ял вырăнне, Таяпа Энтри ялĕ çывăхĕнчи «хула вырăнне», Тăрнашур кÿллине, Аслă Таяпа çăлкуçне, Аслă Таяпари хулаш вырăнне çитсе килчĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ Елчĕк ялĕн уявĕнче иртрĕ. Унта туристсем ялти паллă вырăнсене çаврăнса килчĕç.
Кăçал виççĕмĕш, тăваттăмĕш çулçÿревсене йĕркелеме палăртнă. Туристсем 42 çухрăма çула тухса Патреккелти çăлкуçра, Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕнче, Шăмалак ялĕ çывăхĕнчи заповедникра пулĕç. Унтан велосипедистсем 45 çухрăмлă дистанцие çула тухĕç. Вăл район историйĕпе кăсăкланакансене Курнавăш, Тăрмăш ялĕсенчи Улăп тăпри вырăнĕсене, Хĕрлĕçыр ялĕнчи кивĕ масар вырăнне илсе çитерĕ. Таяпа Энтринчи паллă таврапĕлÿçĕ Владимир Петров турист маршручĕсене йĕркеленĕ ĕнтĕ. Çамрăксене, велосипед туризмне юратакансене хамăр районти паллă вырăнсемпе паллашма чĕнетпĕр.
С.СТЕПАНОВА,
музейри лектор-экскурсовод.
Сăнÿкерчĕкре: велотуристсен пĕр ушкăнĕ.