26 апреля 2017 г.
Пĕтĕм тĕнчери Ĕç сыхлавĕн кунĕ умĕн Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ 2016 çулхи тата кăçалхи çак тапхăрти производствăра çынсем суранланнă тĕслĕхсем пирки уголовнăй ĕçсене тĕпченине пĕтĕмлетнĕ. Çакă çыннăн ĕç сыхлавĕпе çыхăннă конституци прависене хÿтĕлет.
2016 çулта Чăваш Енри следовательсем производствăри суранлăх пирки уголовнăй 20 ĕç пуçарнă, çав шутран ĕç вырăнĕнче вилнĕ пирки 8 ĕç. Кăçал вара уголовнăй 4 ĕç пуçарма тивнĕ.
Следстви материалĕсем кăтартса панă тăрăх, производствăра суранланасси уйрăм ĕçсене пурнăçланă чухне техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнинчен, харпăр хăй хÿтĕлевĕн хатĕрĕсемпе усă курманнинчен, юсавсăр оборудованипе ĕçленинчен, ĕç вырăнĕсем хăрушсăрлăх йĕркисене тивĕçтерменнинчен, ĕçлекенсемпе ĕçе пуçăнас умĕн инструктажсем ирттерменнинчен, çынсене ĕç вырăнне явăçтарассине тивĕçлĕ йĕркелеменнинчен килнине палăртнă.
Т.ПРЫГУНОВА,
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕн пулăшуçи.