26 апреля 2017 г.
Юлашки çулсенче çын шанăçĕпе усă курса преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ ÿссех пырать. Çавна май йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха, уйрăмах аслă çулхисене, ултавçăсенчен асăрханма ыйтаççĕ.
Шăп çак темăна хускатнă Елчĕк районĕнчи полици пайĕн оперуполномоченнăйĕ Николай Байдуганов Елчĕкри тĕп библиотекăра ветерансемпе ирттернĕ тĕлпулура. Преступниксем теприн сăмахне ăша хывса çăмăллăнах шанса ÿкекен çынсене тĕрлĕ майпа илĕртеççĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсене право йĕркине сыхлакансем е социаллă ĕçченсем евĕр тытаççĕ, тĕрлĕ майлă улталаса ватăсене хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕ пама хистеççĕ.
Чикан е молдаван халăхĕсен представителĕсенчен хур тÿсекенсем те сахал мар паян. Вĕсем усал-тĕселтен, пăскăнчăкран е чир-чĕртен тасатма шантарса кил-çурта кĕнĕ хыççăн куç пăвса е урăх мелпе хуçасен хаклă япалисене вăрласа тухса кайнă тĕслĕхсем те пулнă. Хăш та пĕрисем вара хăйсене банк сотрудникĕсем тесе шантарса çуртсене кĕреççĕ, кивĕ укçа-тенке çĕннипе улăштармаллине ĕнентерсе вĕсене сувенир евĕрлисене тыттарса хăвараççĕ, укçа-тенке е хаклă япаласене вăрласа тухаççĕ. Николай Федорович асăннă тĕслĕхсене ăса хывса ватăсене кирек мĕнле хыпара та тĕрĕслеме, палламан тата сисчĕвлентерекен çынсемпе тимлĕ пулма ыйтнă. Çакăн евĕр çынсене асăрхасан районти полици пайне 02 е 2-50-02 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем.
Е.ПЕТРОВА.