22 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăн ял-хулисенче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çак кун пирĕн районта министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем пулчĕç. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Миллинпа курнăçнă, район администрацийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă хыççăн вĕсем район администрацийĕсен пайĕсен, предприяти-организацисен ертÿçисемпе пĕрле ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа курнăçрĕç.
Ку хутĕнче информаци ушкăнĕсен членĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнче йышăннă указĕсене пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас, тавралăха тирпей-илем кĕртес тата йывăç-тĕм лартас ыйтусене те хускатнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькинпа Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин «Елчĕкри сыр тăвакан завод» ОООра пулнă, Леонид Григорьев уйрăм предприниматель ертсе пыракан тата НПО «Промсервис» АХО коллективĕсемпе тĕл пулнă. Леонид Григорьев халăха ритуаллă пулăшу панисĕр пуçне стендсем, строительство материалĕсем /тимĕр листасем, профнастил, брусчатка тата ытти изделисем/ хатĕрлет. 20 ĕç вырăнĕллĕ коллектив 2016 çулта 17,7 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ятарлă конкурса хутшăнса 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă предприяти çĕнĕ оборудованисемпе пуянланни ĕç-хĕле тата та ансатлатать.
Ертÿçĕсем Юрий Титов ертсе пыракан предприятинче пулнă май лакпа сăрăсем кăларнă чух усă куракан полиуретан хатĕрлес технологипе паллашнă. Унсăр пуçне кунта нефть тата газ компанийĕсенче усă курма май паракан чылай тĕрлĕ продукци кăлараççĕ, карбоксиметилкрахмал хатĕрлеççĕ. 2016 çулта туса кăларнă продукцин калăпăшĕ 2041 тоннăпа танлашнă.
Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Елчĕкри почтамтра, «Стройэнергосервис» ОООра тата Патреккел шкулĕнче пулнă. «Стройэнергосервис» ОООра ĕçченсемпе тĕл пулнă вăхăтра ертÿçĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене те хускатнă.
Федерацин регистраци, кадастр, картографи енĕпе ĕçлекен патшалăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи - патшалăхăн тĕп регистраторĕ Екатерина Карпеева тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин финанс пайĕн ертÿçи Галина Анисимова, Раççей реестрĕн Чăваш Енри управленийĕн муниципалитетсем хушшинчи Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Алина Воробьева Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи активпа, Ленин ячĕллĕ ЯХПК ĕçченĕсемпе тата Аслă Елчĕк шкулĕн коллективĕпе курнăçнă.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ытти ушкăнсем те тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулса çивĕч ыйтусене хускатнă.
Е.ПЕТРОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин НПО «Промсервис» АХОра.