22 апреля 2017 г.
Федерацин регистраци, кадастр, картографи енĕпе ĕçлекен патшалăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçипе - патшалăхăн тĕп регистраторĕпе Екатерина Карпеевăпа курнăçса вулакансене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр.
- Екатерина Владимировна, 2017 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен сирĕн тытăма кĕнĕ çĕнĕлĕхпе - куçман пурлăха йĕркеленĕ чух документсене экстерриториллĕ йĕркепе йышăнас ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарсамăр.
- Çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтăва çĕклерĕр эсир. Çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн Росреестр порталĕ пулăшнипе паян сутаканпа туянакана, тĕрлĕ регионта пурăннине пăхмасăр, куçман пурлăхпа çыхăннă документсене вырăнтах хатĕрлесе пама май пур. Чăваш Енре пурăнакансем урăх регионта вырнаçнă куçман пурлăх правине регистрацилес тесен пирĕн управленин Тĕп аппаратне /вăл Шупашкар хулинчи Карл Маркс урамĕнчи 56-мĕш çуртра вырнаçнă/ пымалла. Документсене палăртнă вырăна электронлă майпа ярса парăпăр, унта документсене регистрацилеççĕ те каялла тавăраççĕ. Çак меслет халăхăн укçи-тенкине тата вăхăтне перекетлеме май парать.
Паянхи кун тĕлне асăннă пулăшупа Чăваш Енре пурăнакан 200 яхăн гражданин усă курнă. Вĕсем Чулхулара, Йошкар-Олара, Красноярскра, Екатеринбургра тата ытти хулара вырнаçнă куçман пурлăха регистрацилеме пултарнă. Ытти регионсенче пурăнакансем те пирĕн пата çакăн евĕр ыйтусемпе тухаççĕ.
- Чăваш Республикинчи пысăк уçă кадастр картти /публичная кадастровая карта/ мĕнле çăмăллăхсем сĕнет?
- Куçман пурлăх туянакансемшĕн уйрăмах меллĕ çак карта. Çак хушăм хаксем пирки хыпар илме, лаптăксен тĕрĕс чиккисене пĕлме май парать. Кунтах топографи картти пур. Хăвăра интереслентерекен вырăнпа космосран ÿкерттернĕ ÿкерчĕксем урлă та паллашма пулать. Çĕр харпăрлăхĕпе кăсăкланакансем валли çĕр хакне палăртакан информаци те тупма пулать.
- Паянхи кун чылай çынна хумхантаракан ыйту çинче те чарăнса тăрас килет. Çĕр пайĕпе усă курма ирĕк панине ĕнентерекен документ алăра пулни кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Анчах тепĕр чухне çак документăн усси çукпа пĕрех. Мĕншĕн çапла килсе тухать?
- Çак тĕслĕхе тишкерер-ха. Амăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн хĕрне унран ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕ куçнă. Вăхăтĕнче амăшне çак пая уйăрса панă, анчах та хĕрарăм ăна хăй çине куçарас ĕçе вĕçлемен - çĕр пайне чикĕлемен, çĕр харпăрлăхçи пулнине ĕнентерекен патшалăх актне алла илеймен.
Хĕрĕ еткерлĕх правине суд урлă илнĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула чылай çул вăл çĕр лаптăкĕ çине çитсе курайман. Вăхăт иртнĕ май çакскер асăннă çĕр лаптăкĕ çинче такам çурт туса лартнине тата карта тытса çавăрнине асăрханă. Çĕнĕ хуçан докуменчĕсем йăлтах йĕркеллĕ-мĕн - çĕр участокĕн харпăрçи пулнине ĕнентерекенни те, кадастр шутне илнине палăртаканни те. Хĕрарăм Росреестр управленинчен пулăшу ыйтнă, анчах та управлени ĕçченĕсем çĕнĕ хуçана айăплама сăлтав çуккине палăртнă. Вăл йăлтах саккун ыйтнă пек пурнăçланă. Хăйĕн çĕр пайне тавăрма хĕрарăмăн темиçе суд урлă тухма тивĕ, ĕç-пуç мĕнле вĕçленессине те палăртма хĕн.
Çакăн евĕр тĕслĕх республикăра питĕ нумай. Пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкесрен асăрхаттарса ял çыннисене куçман пурлăх правине илнипе пĕрлех пĕр тăхтаса тăмасăр çĕр пайĕн чиккисене вăхăтра виçтерсе палăртма, унтан ăна кадастр учетне кĕртме сĕнетпĕр.
- Калаçушăн тавах.
Е.ПЕТРОВА.