22 апреля 2017 г.
Пулăшу тÿлевсĕр
Малашне халăх адвокатран çеç мар, республикăри районсемпе хуласенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсенче те тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕ илме пултарать тенине илтрĕм. Камсем усă курма пултараççĕ çак пулăшупа?
Л.ИВАНОВА.
Сирĕн ыйту çине хуравлама Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрне Наталья Тимофеевăна сĕнтĕмĕр:
- Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тÿлевсĕр юридика пулăшăвне Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрĕпе республикăри район-хулари социаллă хÿтлĕх пайĕсем тивĕçтереççĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара гражданинăн суйлама ирĕк пур: вăл е адвокатран, е социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пулăшу ыйтма пултарать.
Тÿлевсĕр юридика пулăшăвне граждансен 33 категорине пама палăртнă. Çав шутра - Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вăрçа хутшăннисен /вилнисен/ тăлăх арăмĕсем, Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн, Социализмла Ĕç Геройĕсем, 1-мĕш тата 2-мĕш ушкăнсенчи инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем, республикăра палăртнă пурăнмалли пĕчĕк виçерен сахал тупăш илекен граждансем, çутçанталăк тата техногенлă инкексене пула шар курнисем, тăлăхсем, инвалид ачасем тата ыттисем те. Тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕ илме май пур тĕслĕхсене Чăваш Республикин саккунĕнче палăртнă. Уголовнăй ĕçсем ку шута кĕмеççĕ. Тĕпрен илсен, граждан-право хутшăнăвĕсен, çурт-йĕр тата çĕр, ЖКХ тытăмĕнчи, пенси ыйтăвĕсемпе, алимент шыраса илессипе, социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерессипе тата ыттипе те çыхăннă.
Муниципалитет харпăрлăхне
Пирĕн кÿршĕре ватă хĕрарăм пурăнатчĕ. Вăл пурнăçран уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те аякри хулара тымар янă ывăлĕ çурта хăй çине куçарма васкамасть. Пĕринче яла килсен çакăн пирки асăрхаттарсан çапла хуравларĕ: «Мана кирлĕ мар вăл çурт, çавăнпа та эпĕ ăна хам çине куçармăп». Çуртăн малашнехи шăпи мĕнлерех пулĕ-ши?
Е.КЕДРОВА.
Ыйту çине Раççей реестрĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева хуравлать:
- Манăçа тухнă çĕр лаптăкĕсемпе çуртсене муниципалитет харпăрлăхне куçармалла. Пурлăх еткерлĕхне татса парасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемшĕн малтанхи çулсенче ансатах марччĕ. Раççей Федерацийĕн Граждан кодексне кĕртнĕ улшăнусем хуçасăр пурлăха муниципалитет харпăрлăхне куçарас ĕçе çăмăллатрĕç. Чи малтанах вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçлăхĕн аллинче пурлăха еткерлĕхе илме паракан ĕнентерÿ хучĕ пулмалла. Ку ыйтăва нотариус çийĕнчех татса парĕ. Паллах, хуçасăр тăрса юлнă пурлăхăн еткерçисем çуккине тата çĕр лаптăкĕпе, çурт-йĕрпе чылай хушă усă курманнине çирĕплетекен документсем те кирлĕ.
Е.ПЕТРОВА хатĕрленĕ.