Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирлеççĕ, анчах сипленмеççĕ

22 апреля 2017 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пынипе районти санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕнче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ 2016 çулта мĕнле пулнине сÿтсе явнă.

Кун йĕркинчи ыйтупа Елчĕк районĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ пĕлтĕр лăпкă пулнă. Çав вăхăтрах инфекци тата паразитлă чирсемпе чирлесси 2015 çулхи шайран 5,12 процент ÿснĕ. Чирлисен йышĕнчен 69,2 проценчĕ 11 çула çитмен ачасем /2015 çулта 57,7 процент пулнă/. Инфекци тата паразитлă чирсен структуринче ОРВИ тата грипп чирĕсем уйрăмах пысăк. Елчĕк районĕнче пурăнакансем хăш-пĕр чирсемпе /туберкулез, сифилис, пневмони  тата ытти те/ чирлесси ÿснĕ, республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах пулнă.

Халăха иммунизаци тата ăнлантару ĕçĕсем тунине пула пĕлтĕр çынсем хĕрлĕхен, дифтери, коклюш, вирус гепатичĕпе, уртаракан чирпе, хĕрлĕ шатрапа, вар-хырăм тифĕпе, Çĕпĕр язвипе, столбнякпа тата ытти чирсемпе чирленине тупса палăртман.

2016 çулта пыршăн çивĕч инфекцийĕпе чирленĕ 40 тĕслĕх тупса палăртнă.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова Елчĕк районĕн территорийĕнче федерацин «Шывпа тивĕçтересси тата шыва юхтарса кăларасси çинчен» саккунĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Халăха ĕçмелли шывпа 42 артезиан скважининчен, 32 шыв пăрăхĕн системинчен тивĕçтереççĕ. Пĕлтĕр санитарипе хими кăтартăвĕсемпе шыв пробине 27 хутчен илнĕ. 4-шĕ гигиена нормативĕсене тивĕçтермен /шыв хытă пулни, лĕкĕ ларни/. Централизациленĕ майпа тивĕçтерекен шывăн 25 пробине микробиологи кăтартăвĕсемпе тĕрĕсленĕ. Пурте гигиена нормативĕсене тивĕçтереççĕ. Çапах та халăха шывпа тивĕçтерессинче çак ыйтусем çивĕч тăраççĕ: шыв пахалăхĕ - унта литий, лĕкĕ пуррипе, хытă пулнипе тивĕçтермест; шыв пăрăхĕсем кивелни; аварисене тата пăрăхсем шыв юхтарнине вăхăтра пĕтерменни, шыв пăрăхĕсене тата сооруженисене вăхăтра профилактика тĕлĕшпе тасатманни, дезинфекци туманни тата ытти те.

Централизациленĕ майпа шывпа тивĕçтернине тата унăн пахалăхне санэпидемиологи служби тĕрĕслесе тăрать пулсан, уйрăм çынсен тарасисенчи шыв пахалăхĕ пĕтĕмпех вĕсене тытса тăракан хуçасенчен килет. Тарасасенчи шыв пахалăхне тĕрĕслеттермеççĕ. Вĕсене çурхи тата çумăр шывĕсем кĕреççĕ. Пÿртрен юхса тухакан таса мар шыв тараса çывăхнех пухăнать. Çакă çын сывлăхне витĕм кÿретех.

Ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен инфекцисене тата çын ÿт-тирĕн ерекен чирĕсене профилактика тăвасси пирки районти тĕп больницăри Ольга Смирнова дерматовенеролог врач тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2016 çулта, 2015 çулхипе танлаштарсан, ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен инфекци чирĕсем /сифилис, гонорея, трихомоноз/ районта кăштах ÿснĕ. Çакă çынсем ĕçлеме тата пурăнма куçса çÿренипе, çынсен культури пĕчĕккипе, ниме уямасăр ар çыхăнăвĕсене кĕнипе çыхăннă. Ар çыхăнăвĕсем урлă чирсем ертессине асăрхаттарас, вĕсене çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе пĕлтĕр 13600 çынна тĕрĕсленĕ. Пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем çакна çирĕплетеççĕ: 2017 çул пуçламăшĕнче ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен чир-чĕр шучĕ чакнă. Çапах та ар çыхăнăвне кĕрсе чирленĕ çынсем хушшинче сипленме тăрăшманнисем те пур. Ÿт-тир чирĕсемпе /кĕçĕ, кăрчанкă/ чирленине районта тупса палăртман.

2016 çулта ВИЧ-инфекци ертнĕ 4 çынна тупса палăртнă. Çакнашкал тĕслĕхсене чир пуçланнăранпа 33 хутчен регистрациленĕ. 5 çын вилнĕ, çав шутран СПИДран - 3 çын. Районта ВИЧ-инфекци ертнĕ 28 çын пурăнать.

Комисси ар çыхăнăвĕсем тата ÿт-пÿ урлă чир ертекен çынсене тупса палăртассипе, чир-чĕре сиплессинчен пăрăнса çÿрекен çынсемпе çине тăрса ĕçлемеллипе, кирлĕ пулсан право йĕркине сыхлакан органсенчен пулăшу ыйтмаллине, профилактика ĕçĕсене çирĕп пурнăçласа пымаллине палăртрĕ.

Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова пĕлтерни те шухăша ярать. Пĕлтĕр, 2015 çулхипе танлаштарсан, туберкулез чирĕпе чирлесси районта 29,5 процент ÿснĕ, республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те иртсе кайнă. Пĕлтĕр туберкулез чирĕпе чирленĕ 11 çынран 9-шĕ ĕçсĕр çынсем шутланнă, 2-шĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче ĕçленĕ. Чире профтĕрĕслев тата флюорографи  тĕрĕслевĕ витĕр тупса палăртаççĕ. Чир ересрен вакцинаци тăваççĕ. Анчах кунта та медицина  работникĕсене чир паллисем палăрма пуçланă çын тĕрĕслеве чĕнсен те пыманни ура хурать.

Комисси председателĕ Леонард Левый пăхса тухнă ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлине, вĕсене татса пама профилактика ĕçне пурин те хутшăнмаллине, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине палăртса каларĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика