22 апреля 2017 г.

Яманчÿрел карьерĕнче нумай вăхăт КАМАЗ автомашинăпа инçе çула çÿренĕ Николай Петрович Прохоров предприниматель ĕçне те пысăк теветкеллĕхпе пикеннĕ. Çирĕм ытла çул хушшинчи тапхăрта çакă унăн çемйишĕн тĕп ĕç - çемье бизнесĕ пулса тăнă...
Николай Прохоров пĕчĕк ĕçпе аппаланса вăхăтне те ирттермен. Малтанах ятлă-сумлă пулнă Мускаври «Стол-Плит», Чулхула облаçĕнчи Балахнари, Шупашкарти «Октава», Канашри ятлă-сумлă фабрикăсемпе тачă çыхăну йĕркелесе район халăхне илемлĕ тата пахалăхлă сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Суту-илÿ ĕçĕ ăнса пынине кура хăйĕн салонне уçнă. Хастарлă, мал ĕмĕтлĕ çак çынсем ăна «Ĕмĕт» ят парса та йăнăшман. Ĕмĕт вĕсене малтан мала чĕнет, пурнăç таппинчен пĕр утăм кая юлмасăр çĕнĕлĕхсене алла илессипе çак вăхăтченех тăрăшса вăй хума хистет.
...Иртнĕ ырă вăхăтра хатĕрлев кантурĕ вырнаçнă пĕтĕм территорие /пурĕ 2 гектар/ харпăрлăха илнĕ хыççăн хăйсен ĕçне тата анлăрах йĕркелес тĕллевпе унти çуртсемпе сооруженисене тĕпрен реконструкци тунă. Сĕтел-пукан салонĕсĕр пуçне халĕ кунта тĕрлĕ автомашинăсен, çав шутра ют çĕршывсенче туса кăларнисен пур тĕрлĕ пайĕсемпе туллин тивĕçтерекен лавкка та пур. Автомобиль хуçисем Прохоровсен автомашинăсене компьютерпа усă курса диагностика, юсакан тата çăвакан, урапа тăвакан /шиномонтаж/ салонĕ те лайăх шутра пулнине палăртаççĕ. Кунти пĕтĕм яваплăха Николай Петровичăн Алексей ывăлĕ хăй аллине илнĕ. Ашшĕпе юнашар мĕн пĕчĕкрен техника ытамĕнче çитĕннĕскер, кирек епле кăткăс автомашинăна та диагностика тума, юсама пултарать. Унсăр пуçне, хатĕрлев кантурĕн территорийĕнчи апат-çимĕç таварĕсемпе ваккăн тата курттăм сутакан «Магнат» лавккана та районта пурăнакансем тавар туянма хапăлласа çÿреççĕ. Кунти ĕçе Прохоровсен кĕрÿшĕ - Петр Дудкин йĕркелесе пырать.
Пĕр куна ĕçсĕр ирттерсе курман çак çынсем мĕн пуррипе, тунипе анчах лăпланмаççĕ - сĕтел-пукан ăсталакан цех та уçма пултарнă. Вĕсем çĕнĕ программа управленийĕпе ĕçлекен станоксемпе усă курса ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра кунти ăста столярсене сĕтел-пукана саккаспа тутаракан çынсем те нумаййăн. Мĕншĕн тесен хăвна килĕшнĕ пек вырăнта ăсталанă сĕтел-пуканăн хакĕ те ял çыннине тивĕçтерет.
Прохоровсем Патăрьелĕнче уçнă сĕтел-пукан, модăллă çи-пуç салонĕнче те пĕрре мар пулма тÿр килнĕ. Унăн хуçи Николай Петровичăн мăшăрĕ - Ольга Ивановна. Ăшпиллĕ, тараватлă, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çак хĕрарăма тахçантанпах лайăх паллатăп.
Пурнăç тути-масине лайăх ăнланакан Николай Прохоров хатĕрлев кантурĕн территорийĕнче малтанах пахчаçимĕç упрамалли пысăк хранилищĕне сыхласа хăварнă, ăна реконструкци тунă. Пурнăç тени вĕрен тăршшĕ анчах мар, малашне вăл питех те кирлĕ пулма пултарĕ. Хальлĕхе вара çак хранилищĕн пĕр пайне пахчаçимĕç çитĕнтерессипе тимлекен фермерсем арендăна илнĕ пулнă. Кирлĕ пулсан, унта пурин валли те вырăн çитет.
«Ĕмĕт» сĕтел-пукан салонĕнче пулса курма кăмăллă. Кунта темĕн те пур: кухня, спальня гарнитурĕсем, ку чухнехи пĕчĕк стенкăсемпе шифоньерсен, прихожăйсен тĕсĕсем, çемçе креслосемпе дивансем, кухня, офис сĕтел-пуканĕ... Пĕри тепринчен хитререх курăнать, куçа илĕртет - хăшне суйласа илмеллине пĕлме çук. Пăшăрханмалли çук, салон хуçи Наталия Прохорова яланах тĕрĕс сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр. Наталия Тимофеевăпа Галина Волкова сутуçă-консультантсем те тавар туянакансене яланах тарават кĕтсе илеççĕ. Тавар туянакансем «Ĕмĕт» салонри хаксем те тивĕçтермелле пулнине палăртаççĕ. Тĕрĕсех. Мĕншĕн тесен вĕсем суту-илÿ ĕçне, нумай çĕрти пек, арендăна илнĕ вырăнсенче мар, хăйсен харпăрлăхĕнчи çурт-йĕрте йĕркеленипе тÿррĕнех çыхăннă.
Фабрикăра туса кăларнă сĕтел-пукан шанчăклă та пахалăхлă. Çынсен ыйтăвĕсене паянхи пурнăç ыйтнă пек туллин тивĕçтерес шутпа хальхи вăхăтри çĕнĕ сĕтел-пукана Калининградри, Тамбоври, Мари Эл Республикинчи, Ульяновскри, Хусанти фабрикăсенчен кÿрсе килеççĕ. Калининградра тăвакан сĕтел-пукан - Итали стилĕпе ăсталанă кĕленче савăт-сапа шкафĕ, спальня гарнитурĕ, чăннипех, чаплă. «Версаль» шкаф-купе епле хитре! Пурин пирки каласа та пĕтереймĕн. Вĕсене куçпа курса хак памалла...
Светлана АРХИПОВА.
Сăнÿкерчĕкре: «Ĕмĕт» салон çĕнĕ йышши сĕтел-пуканпа пуян