22 апреля 2017 г.
Профилактика тĕлĕшĕпе тăвакан прививкăсем çынна чир-чĕртен сыхлаççĕ, ăна çăмăлтарах чăтса ирттерме пулăшаççĕ. Уйрăмах ача-пăчана хĕрлĕхен, дифтери, полиомиелит, паротит, коклюш, хĕрлĕ шатра чирĕсенчен прививка туни питĕ кирлĕ. Çак чирсем ытларах сывлăш урлă лекеççĕ. Вĕсем чирлĕ çынран сунаспа, ÿслĕкпе, куççульпе сывлăша лексе сыввине ереççĕ. Пĕр çуртра пурăнакан ачасенчен пĕри чирлерĕ пулсан, ыттисен умне хăрушлăх тухса тăрать.
Маларах асăннă чирсене хирĕç кĕрешмелли меслетсенчен пĕри вăл - профилактика прививкисем. Ачасене прививка тусан кĕлеткере антителасем пулса каяççĕ, çапла вара чылай вăхăт инфекци чирĕсенчен упраççĕ. Антителасем вируссене тĕп тăваççĕ. Прививка хыççăн кĕлеткере нимĕнле улшăнусем те пулмаççĕ.
Хăрушă чирсенчен сыхланасси хăвăртан килет. Çавна май вакцинаци мероприятийĕсем çине пысăк яваплăхпа пăхмалла. Шур халатлă ĕçченсем каланă вăхăтра прививка тутарма медицина учрежденине çитме тăрăшмалла.
И.УБАСЕВА,
Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн
эпидемиологи тухтăрĕн пулăшуçи.