Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕскĕн халăх пулас марччĕ

22 апреля 2017 г.

Пĕлĕш ачи чăваш ялĕнче пурăнать пулин те пирĕнпе вырăсла калаçни тĕлĕнтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ те чăвашсемех. Йăх тымарĕсенче те пĕр хутăш халăх та çук.

Ăçта çитсе тухрăмăр капла, чăвашсем? Мĕншĕн тăван чĕлхене хĕссе кăларса урăх чĕлхепе калаçма пуçларăмăр? Тен, чĕлхе историне, тăван халăх культурине пĕлменни, тавракурăм ытла та ансăрри, ăс-тăн çивĕчсĕрри, тăван атте-аннене, тăван халăха хисеплеменни илсе çитерет çак утăм патне.

Мĕн каланă пулĕччĕç-ши тăван чĕлхерен писсе урăх халăх чĕлхине тăван вырăнне йышăннă чăвашсене пирĕн несĕлĕмĕрсем? Чăваш халăхĕ авалхи халăх шутланать. XIII ĕмĕрте монгол-тутарсем пирĕн халăхăн 80 процентне пĕтернĕ. Апла пулин те çĕнĕрен хунав ярса хăй чĕлхине упраса хăварма пултарнă вĕт-ха пирĕн халăх! Çав вăхăтрах çĕр çинчен мĕн чухлĕ халăх пĕр йĕрсĕр çухалнă, унпа пĕрлех чĕлхи те пĕтнĕ.

Хăш енчен начар эпир, чăвашсем?

Пирĕн халăх, унăн несĕлĕсем нихăçан та ют халăха тапăнман, ун пурлăхне те хапсăнман, хур та туман. Чăваш  авалтанпах хăйĕн ĕçĕпе тăранса пурăннă. Выльăх-чĕрлĕх усранă, кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ, тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтернĕ,  вĕлле хурчĕ ĕрчетнĕ.

Тĕрĕ тĕрлеме, пир тĕртме, чăпта çапма, ал ĕçĕ тума, çăматă йăвалама çав тери ăста пулнă. Халăх сăмахлăхĕ хăй мĕне тăрать. Юрри-ташши тата!

Халăх шучĕпе Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта эпир /шел пулин те, пушкăртсем ку тĕлĕшпе пирĕнтен иртсе кайрĕç/.

Паян 1500 пине яхăн чăваш шутланать. Вĕсенчен 30 проценчĕ хăйне чăваш тесе шутламасть. Ашшĕ-амăшĕ, йăх тымарĕсем чăвашсем пулсан камсем-ши вĕсем? Мĕн хистет пире хамăрăн тăван чĕлхене манса урăх чĕлхепе калаçма? Атте-аннене тиркесе урăх атте-анне шырани мар-ши ку? Пирĕн несĕлĕмĕрсем нихăçан та мĕскĕн пулман. Вĕсем хăйсемшĕн тăма пĕлнĕ. Чĕлхемĕре, сăмахлăха, юрра-ташша йăхран-йăха, ламран лама упраса пирĕн пата çитернĕ. Мул çумне мул хушмалла чухне çак пурлăха, пуянлăха çухатса пыратпăр, мĕскĕне тухатпăр. Мĕскĕн халăх ята хамăра хамăр паратпăр.

Хирĕçлеместĕп, вырăс чĕлхине те вĕрентмелле ачасене. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи пире кун çути пекех кирлĕ. Унсăрăн çул хупă. Ытти халăхсем те хăйсен ачисене вырăсла калаçма вĕрентеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен ачисем тăван чĕлхепе шыв юххи пек калаçаççĕ, ăна хисеплеççĕ, унпа мăнаçланаççĕ.

Иртнĕ çул Адыгей тăрăхĕнче пулма тÿр килчĕ. Унти халăх тăван чĕлхе кирлĕ мар тесе каламасть. Вырăсла пĕлеççĕ пулин те çемьере те, ĕçре те, пур çĕрте те хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ.

«Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма вĕрентетпĕр. Ачасем наци шкулĕнче вĕренеççĕ. Кĕçĕн классенче хăш-пĕр предметсемпе адыгей чĕлхипе ăнлантараççĕ. Ялта пурте тăван чĕлхепе калаçнăран вĕрентекенсене те ĕçлеме çăмăл. Икĕ чĕлхепе ăнлантарса вăхăта сая ямаççĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, мĕн ăнланаççĕ çак ÿсĕмри ачасем вырăсла. Ялтан ниçта та тухса курман ашшĕ-амăшĕ ниепле майпа та пепкисене урăх чĕлхене çÿллĕ шайра вĕрентейместех! Шкул çулне çитнĕ çĕре вырăс чĕлхи çине куçатпăр. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхине тăван чĕлхене пĕлнĕ пекех пĕлмелле. Анчах вăл иккĕмĕш чĕлхе шутланать», - терĕç мана чĕлхе пирки сăмах хускатсан.

Тÿрех И.Я.Яковлев чăваш халăхне вĕрентсе каланă сăмахсем аса килчĕç: «Вырăс чĕлхи чăвашсемшĕн сывлăш пекех кирлĕ. Ăна та тăван чĕлхене пĕлнĕ пекех пĕлмелле. Анчах та вырăс чĕлхи чăвашăн тăван чĕлхи вырăнне мар, унпа юнашарри пулмалла». Чăваш халăхне вĕрентсе каланине чăвашсем мар, ытти халăхсем ăша хывнă мĕн. Кÿршĕллĕ пурăнакан тутар халăхĕ те хăйĕн чĕлхи çинчен начар каланине илтмен.

Тутарстанри шкулсенче 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухакансем çулсеренех тутар чĕлхипе экзамен тытаççĕ. Пирĕн республикăра ку йĕркене темиçе çул каяллах пăрахăçларĕç, кунта та чăваш чĕлхине хĕссе кăларчĕç. Кăçал  тăххăрмĕшсем çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытма пуçлаççĕ, анчах пурте мар, кам тытас килет - çавă.

Чăваш чĕлхипе экзамен тытнă вăхăтра ачасем тăван чĕлхене ответлăха туйса, юратса вĕренетчĕç. Пулă пуçран çĕрме пуçлать теççĕ. Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ пулсан, икĕ чĕлхе çине пĕрпек пăхмалла.

Хальхи ăрăва çине тăрсах чăваш чĕлхине хурласа вырăсла вĕрентекен ашшĕ-амăшĕ!

Ачăрсене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентместĕр пулсан вĕсем сире хисеплеми пулаççĕ. Пурнăçра хăйсен вырăнне те тупма йывăр пулать кун пекскерсене. Мĕншĕн тесен сирĕн ывăл-хĕр нихăçан та урăх халăх çынни пулаймасть /чĕлхине пĕлет пулин те/, тăван халăх та йышăнмасть вĕсене. Ачăрсен чунĕнче сирĕн юн, чăваш юнĕ чупать. Чăваш çемйинче çитĕнекен-скерсемех, чăвашсемех шутланаççĕ. Ан пистерĕр ачăрсене хăвăртан! Чĕлхемĕртен те! Тăван чĕлхене манакан никам та мар! Хисепре те мар! Тăван чĕлхене пĕлмен çын пушшех те! Никам та мар пуличчен тăван халăха хисеплесчĕ, ун чĕлхине алла илесчĕ.

Тем каласан та чăваш хăйĕн тăван чĕлхисĕр пурăнаймастех. Хăйне хăй хисеплекен çын темиçе пин çухрăмра пурăнсан та тăван чĕлхене манаймасть, уншăн тунсăхлать. Ахальтен мар нумайăшĕ ватлăхра хăй çуралса ÿснĕ тăрăха таврăнать.

М.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика