Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун йĕркеллĕ иртнĕ

19 апреля 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый районта Мăнкун, унпа çыхăннă мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Аслă уяв умĕн район администрацийĕнче ăна ирттерсе ярас ыйтупа канашлу йĕркеленĕ. Унта хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулнă. Апрелĕн 15-16 мĕшĕсенче районти 9 чиркÿре Мăнкун кĕллисем иртнĕ, унта 2000 ытла çын хутшăннă. Лаш Таяпа тата Курнавăш чиркĕвĕсенче кĕлĕсенче Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Аслă Пăла Тимеш чиркĕвĕнче Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова пулнă. Мăнкун мероприятийĕсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсем хутшăннă, полици сотрудникĕсем чиркÿсенче дежурствăра тăнă. Уяв кунĕнче право йĕркине пăснă тĕслĕхсем пулман.

Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси мĕнле пынипе район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2011 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче тухнă «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕрпе тивĕçтересси çинчен» указĕпе нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсене çурт-йĕр çавăрма, дача хуçалăхĕ йĕркелеме, хушма хуçалăха аталантарма параççĕ. Пирĕн районта ытларах хушма хуçалăха аталантарма илеççĕ. Паянхи кун тĕлне районта нумай ачаллă 313 çемьене шута илнĕ. Çак тапхăрта 155 çемьене çĕр участокĕпе тивĕçтернĕ. Черетре 31 çемье тăрать. Марина Павлова вĕсене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов пĕлтернĕ тăрăх, 6 хуçалăхра уй-хир ĕçĕсем пуçланнă. Хуçалăхсенче кĕрхи культурăсен, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ.

«Рассвет», «Прогресс» хуçалăхсенче ĕç хăвăртлăхĕ пысăк. «Комбайн» ЯХПКра çĕр ĕçлесе хатĕрлеççĕ, пысăках мар лаптăк çинче пĕр çул ÿсекен курăксем акса хăварнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кĕрхисем лайăх хĕл каçнине, анчах кĕрхи культурăсене тата нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарассине хăвăртлатмаллине палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика