19 апреля 2017 г.
Апрелĕн 18-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче уй-хирти ĕçсем сарăлса пыраççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 1210 гектар, кĕрхи культурăсене 850 гектар çинче минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Ку енĕпе «Прогресс», «Рассвет», «Сатурн», «Победа», «Яманчурино» хуçалăхсенче ĕç ăнăçлă пырать.
«Комбайн» ЯХПКра 13 гектар пĕр çул ÿсекен культурăсене акнă. «Яманчурино», «Комбайн» хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен культурăсен 60 гектарне сÿреленĕ.
50 тонна вăрлăха им-çамланă.
«АСК-Яльчики» ОООра 180 тонна çĕрулми вăрлăхне яровизацилеме хунă.