19 апреля 2017 г.
Раççей Федерацийĕн Канашĕн пĕрремĕш вице-спикерĕ Николай Федоров Чăваш Енри районсен тата хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă.
Тĕлпулура сенатор Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен аталанăвĕ пирки ыйтăва тишкернĕ. Кунта уйрăмах вырăнти бюджета пуянлатасси тĕп вырăнта пулнă.
Николай Федоров палăртнă тăрăх, муниципалитетсен шайĕнче ялсемпе хуласене çутçанталăк газĕпе тивĕçтересси, хытă сийлĕ çулсем тăвасси, пĕтĕмĕшле врач офисĕсене йĕркелесси питĕ вырăнлă. Вĕсем социаллă ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.