19 апреля 2017 г.

«Канашский» ăратлă чăх-чĕп завочĕ» акционер обществин Елчĕкри уйрăмĕнче халĕ хĕрÿ вăхăт.
Вырăнти инкубаторта куллен тенĕ пек тухакан хур-кăвакал, бройлер чĕпписене туянма çынсем таçтан та, питех те йышлăн килсе çÿреççĕ - Ульяновск, Саратов, Пенза, Самар, Оренбург облаçĕсем таранах. Чĕпĕсене ушкăнĕпе туянас шутпа Елчĕке çити Саратов тăрăхĕнчен килсе çитнĕ çынпа сăмах хушма ÿркенсе тăмарăм.
- Ытти çĕрте чĕпĕ сутмаççĕ, тейĕн. Инçе çула çывăхлатса Елчĕке çитме сире мĕн хистерĕ? - тетĕп тÿррĕнех. Арçын та нумай шухăшлалса тăмарĕ:
- Сирĕн патăрти хур-кăвакал, бройлер чĕпписем сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ, çавăнпа кашни çулах вĕсене туянма кунта килетĕп, ĕçлекенсемпе хутшăнса калаçма кăмăллă, - терĕ.
Чĕпĕ туянма черете тăнă хĕрарăмсен калаçăвĕ те хăлхана кĕчĕ. Вĕсем хăш ăратри хур-кăвакала туянасси пирки сÿтсе яваççĕ. Вара çакна пĕлтĕм: «Агидель» текен шурă кăвакал илемлĕ, вăл вăрăм та пысăк ÿссе çитĕнет. Тепĕр ăрат - «Благоварская» - ула кăвакал. Малтанхипе танлаштарсан, унăн виçи пĕчĕкрех, çу хисепĕ те 4-5 процент сахалрах, ашĕ вара питех те тутлă. Хур чĕпписем - «Линда» ăратран, пусса тирпейленĕ хыççăн хур тушкисем 4-5 килограмм таяççĕ. «Конкурент» ăратри бройлер чĕпписене те тиркеймĕн, вĕсен ашĕ те сĕтеклĕ, тутлă!
...Ял çыннисен ыйтăвĕсене малашне те туллин тивĕçтересси предприятире ĕçлекенсен кашни кунхи тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çакна шута илсе йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ: чĕпĕсем вĕтелсе юласран асăрханса хур аçисене, кăвакал аçисене те кашни 5 çултан ют фабрикăсенчен илсе килнисемпе улăштараççĕ. Унсăр пуçне, чăх-чĕп ферминчи пĕтĕм кайăк-кĕшĕке вăхăтра вакцинаци тăвасси тата ытти профилактика мероприятийĕсене пурнăçласси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Любовь Шадрикова управляющи те çакнах палăртать: чир-чĕр килсе çакланасран асăрханса тĕп мероприятисене пурне те пурнăçланине пăхмасăр, пурин те тимлĕ пулмалла. Асăрханакана Турă та сыхлать...
Светлана АРХИПОВА.
Инкубаторти ĕçченсем - ĕçре пысăк ăсталăх пухнă Валентина Якимовăпа Татьяна Платонова. Инкубатор станцийĕн ертÿçи Татьяна Платонова çак яваплă ĕçре пĕр улшăнмасăр 36 çул тăрăшать.