Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр ача ÿстернĕ

19 апреля 2017 г.

Тăхăр ача ÿстернĕ

Ĕмĕр пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар. Унăн сакки пуриншĕн те сарлака. Акă Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ, кунтах тарăн тымар янă Минадора Адюкина тĕрлĕ самана тăвăлĕ витĕр тухса хура-шурне пайтах курнă.

Минадора çамрăклах амăшĕсĕр тăрса юлнă. Хĕрача аслисемпе пĕрле тырă вырма кайнă, пир-авăр тĕртнĕ, сÿс, çăм арланă, тĕрĕ тĕрленĕ, чĕнтер çыхнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хĕрачана колхоза учетчицăна илнĕ. Шут ĕçне лайăх ăнкарнине кура ăна Патăрьелне бухгалтерсен курсне вĕренме янă. Алла документ илсен те тăван хуçалăхра çак ĕçрех тăрăшнă.

Минадорăн ашшĕ тепре авланнă. Вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Тăлăх хĕр  тăван мар амăшĕпе пурăннă. Çĕнтерĕве çывхартма хăйĕн тÿпине сахал мар хывнă хĕр. Вăл ĕçлемен вырăн та юлман-тăр. Улатăра вăрман касма та кайнă.

1947 çулта Минадора  Шадрина Михаил Адюкинпа çемье çавăрнă. 17-рех фронта тухса кайнă каччă 1947 çулта тăван яла таврăннă. Шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăннă  çамрăк çемье. Тепĕр çултан çемье йышĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пынă. 10 ачана пурнăç парнеленĕ амăшĕ. Аслă ывăлĕ 12 çулта вăхăтсăр çĕре кĕни ашшĕпе амăшĕн чĕрине самай амантнă.

Йышлă çемьене çăмăл пулман. Адюкинсем ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхтернĕ. Колхоз  иртнĕ ĕмĕрте хăмла туса илес енĕпе тавра ялта палăрнă. Адюкинсем те ыттисемпе тан хăмла плантацийĕнче тăрăшнă. Çу кунĕсенче уй-хиртен кĕме пĕлмен. Амăшĕпе юнашар тăрса пай çинче ĕçленĕ. Пăрçа та çулнă, пахча çимĕç, тымарçимĕç культурисене çумланă, выльăх кăшманĕ кăларнă...

1980 çулта Михаил Исакович çĕре кĕнĕ.  Вăл ялти ăста платник пулнипе палăрнă. Колхозра кладовщикре, клуб заведующийĕнче ĕçленĕ. Тÿрĕ кăмăллă фронтовика колхозăн ревизи комиссийĕн членне те суйланă.

- Атте çĕнĕ пÿрте кĕрсе кураймарĕ. Хăйсен вăйĕпе туса лартнăччĕ ăна, - ачалăха аса илет Михаил ывăлĕ.

Юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлсан хуйхине ĕçре пусарнă Минадора пуçне усман, малашлăха ачисем çинче курнă. Тăхăр ача амăшĕ тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Хăйне шаннă кирек мĕнле ĕçе те яваплăхпа пурнăçланă. Колхозра ырми-канми ĕçленисĕр пуçне стройкăра та пилĕк авнă. 1970 çулта вара вăл ялти çыхăну уйрăмне почтальонкăна вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, çичĕ çул, ял çыннисене хаçат-журнал валеçнĕ.

- Ун чухне хаçат-журнал çырăнман кил те çукчĕ. Сумка пĕрре те çăмăл пулман. Çитменнине çурхи-кĕрхи кунсенче урам пылчăкпа çăрăлатчĕ. Резина атă кунчи таранччĕ. Çапах та йывăр ĕç тесе каласа курман, çынсене ăшă та ырă хыпарсемпе савăнтарма тăрăшнă,- тет Минадора Михайловна.

Ăшă кăмăллă та сăпайлă почтальонка ял çинче пысăк хисепре пулнă вăл çулсенче. Елчĕкри почтамт уйрăмĕн начальникĕ Петр Блинов çыхăну отраслĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсене яланах ырăпа аса илет, вĕсен ĕçне тивĕçлипе хаклать.

Минадора Михайловна паян килте пĕчченех пурăнать. Çу кунĕсенче ватă пахчаран кĕме пĕлмест.  Тĕрлĕ пахча çимĕç лартса-акса ÿстерет. Унăн кавăнĕсем те ăнса пулаççĕ. Тăхăр теçеткене хыçа хăварнă тесе калас килмест ăна. Кил картинче вак-тĕвек ĕçсене хăех пурнăçлать. Выльăх-чĕрлĕхне усрама пăрахни те тăватă-пилĕк çул кăна-ха.

- Ачасем ĕçлеттересшĕн мар. Çапах вăй-хал çитнĕ таран кăштăртатма тăрăшатăп. Ĕçсĕр ларма хăнăхман, - тет ĕç ветеранĕ.

Минадора Адюкинан «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденпа юнашар вăрçă вăхăтĕнче  тăрăшулăхшăн  панă «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем  типтерлĕн упранаççĕ. Паян 90 çулхи кинемин 20 мăнук, 18 кĕçĕн мăнук.

- Татах та пурăнасчĕ-ха. Мăнуксен ачисем çитĕннине, çемьеллĕ пулнине курасчĕ, - тет вăл.

Юбилей кĕрекинче ĕçпе вăрçă ветеранĕн тăхăр тĕпренчĕкĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, хурăнташĕсем, кÿршĕ-аршă. Юбилярăн аслă хĕрĕ, Елизавета, ялтах тымар янă. Çырма урлă кăна пурăннăран амăшĕ патĕнчен тухма пĕлмест вăл. Михаил та ялтах. Вăл та амăшĕн «сылтăм алли». Ыттисем - Надежда, Тамара, Вячеслав, Валентина, Иван Шупашкарта. Тĕрлĕ специальность илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Аслисем хăйсем те пенсире. Вера Мускавра, Тая Шăмăршăра хăйсен телейне шыраса тупнă.

- Йышлă хунав авăнмасть, яланах пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăнăр. Эсир пĕр варта ÿссе çитĕннĕ. Кун-çулăр вăрăм пултăр, - пехиллет тĕпренчĕкĕсене амăшĕ ватлăхра хăйне савăнтарнăшăн.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: М.Адюкина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика