Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет сиенĕнчен асăрханар

19 апреля 2017 г.

Информаци технологийĕ пурнăçа питĕ хăвăрт кĕчĕ. Пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсанах тÿрех Интернетпа çыхăнатпăр. Пускăча пуссах пин-пин çухрăма çыру вĕçтеретпĕр, пĕр-пĕрне курса калаçатпăр.

Компьютер тĕрлĕ ĕçре пысăк пулăшу парать, çапах та ун тÿнтер енĕ пирки те манмалла мар пирĕн. Интернетпа çыхăнса тĕрлĕ сайтсенче страницăсем уçни, унта харпăр-хăй даннăйсене вырнаçтарни хуçисемшĕн инкеклĕ килсе тухма, çак кăтартусемпе хăш-пĕр çынсем киревсĕр тĕллевпе усă курма пултараççĕ.

Çамрăксем Интернета пăхăнма пуçласа тĕрлĕ сайтсенче вăрах вăхăт ларни те пăшăрхану çуратма тивĕç. Ытларах вăйăсем выляса вăхăта ирттереççĕ вĕсем. Шухăш-ĕмĕтпе виртуаллă тĕнчере вĕçнĕ май вăхăт иртнине туясси çухалать, тĕллевсемпе ĕмĕтсем, тивĕçсем манăçаççĕ. Психологсем вăхăта вĕçĕмсĕр виртуаллă тĕнчере ирттернине ухмаха тухнипе тан тесе çирĕплетеççĕ, вĕсене ĕçкĕпе иртĕхнипе, наркотике тата астармăш вăйăсене пуç çапаканпа пĕр шая лартаççĕ.

Интернет ачасен умне те хăрушлăх кăларса тăратать. «Хура списокри» сайтсенчи киревсĕр информацисем вĕсен ăс-тăнне пăтратма, психики çине япăх витĕм кÿме пултараççĕ. Çарамас арçынсемпе хĕрарăмсен сăнÿкерчĕкĕсем, усала вĕрентекен информацисем пирки пырать сăмах.

Çамрăка тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхаттарасси пирĕн, аслисен, тĕп тивĕçĕ. Ăна компьютер умĕнче палăртнă вăхăтра анчах лартмалла. Социаллă сетьсемпе кăсăкланакан ачасене уйрăмах пысăк хÿтлĕхпе тивĕçтерме ыйтас килет. Интернетра информаци тĕлĕшĕпе çирĕп чикĕ пулсан, ача компьютер умĕнче мĕн вăхăт хушши ларнине аслисем сăнасах тăрсан çул çитменнисем преступниксен серепине лекмĕç.

Интернет уçлăхĕнче «вĕçме» кăмăллакан ачасем валли фильтрсем вырнаçтарма сĕнеççĕ Интернет провайдерсем. Вĕсем информацие «сиенлĕ» е «усăллă» ушкăнсене пайлаççĕ, блокировка лартаççĕ. «Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ» компьютер программи ача компьютер умĕнче ирттерекен вăхăта çирĕплетме, кампа çыхăну тытнине палăртма тата тĕрĕслеме май парать.

Çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхасах тăрасчĕ. Пушă вăхăта вăл компьютер умĕнче мар, урамра уçăлса çÿресе, спорт секцийĕсенче е сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май паракан ытти вырăнта ирттерме пултартăр.

Л.ЕГОРОВА,
ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика